Паян, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗн суйлавӗнче сасӑлавӑн виҫҫӗмӗш, юлашки кунӗ. Ача-пӑча пултарулӑх центрӗн ҫуртӗнче вырнаҫнӑ суйлав участокӗнче иртенпех халӑх нумай.
— Суйлама каятпӑр, ку пирӗн тивӗҫ. Пирӗн суйлавран пирӗн ҫӗршывӑн пуласлӑхӗ килет, - терӗҫ суйлав участокне каякан суйлавҫӑсем.
— Пирӗн участокра суйлавçăсен шучĕ Пишпÿлек районӗнче чи пысӑкки, хальхи вӑхӑтра суйлавҫӑсен списокӗнче 1200 ытла ҫын. Вӗсенчен халӗ 800 ҫын сасӑланӑ. Хайсен граждан тивӗҫне пӗрремӗш хут пурнӑҫлакансем виҫҫӗн пулчӗҫ, вӗсене асӑнмалӑх пысӑках мар парнесем хатӗрлерӗмӗр: блокнот, ручка, календарь. Пирӗн суйлав участокӗнче ватӑсем нумай, студентсем те пур. Студентсем ытларах вӗренӳ вырӑнӗнче, "Мобильлĕ суйлавҫă" пулӑшнипе усӑ курса сасӑланӑ. Сасӑлама ватӑрах граждансем хастар килеççĕ. Сасӑлавӑн пӗрремӗш кунӗнче суйлавҫӑсем нумаййăн килчӗҫ, ӗнер те сасӑлакансем нумай пулчӗҫ, паян та иртенпех килеҫҫӗ. Ҫемье мӑшӑрӗсем килеҫҫӗ, нумайӑшӗ ачисемпе, мӑнукӗсемпе, ачисен мӑнукӗсемпе те килеҫҫӗ. Сӑмахран, Иванов мăшăрсем хальхи вӑхӑтра вӗсем патӗнче хӑнари Чӑваш Енре пурӑнакан ачисемпе тата мӑнукӗсемпе сасӑлама килчĕç — каласа парать 1364-мӗш номерлӗ суйлав участокĕн председателӗ Надежда Михайловна Прокопьева.
#ВыбираемПрезидента
#Башкортостан
#БашВыбор2024
https://svetput.ru/news/vybory-2024/2024-03-17/nash-golos-klyuch-k-buduschemu-3687411