Çутă çул
-2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
17 Мартӑн , 13:38

Ситекпуçĕнче пурӑнакансем пуласлӑха суйлаҫҫӗ

Ситекпуçĕнчи Культура ҫуртӗнче вырнаҫнӑ 1369-мĕш суйлав участокӗнче сасӑлав хастар пырать.

Ситекпуçĕнче пурӑнакансем пуласлӑха суйлаҫҫӗ
Ситекпуçĕнче пурӑнакансем пуласлӑха суйлаҫҫӗ


Ситекпуçĕнчи Культура ҫуртӗнче вырнаҫнӑ 1369-мĕш суйлав участокӗнче сасӑлав хастар пырать.
Чи малтисем шутĕнче ПР Ял хуҫалӑхĕн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Пишпÿлек районӗн Хисеплӗ гражданинĕ Владимир Николаевич Абрамов суйлава пырса, хӑйӗн конституциллӗ правипе усӑ курнă. Унӑн ӗҫ стажӗ 74 ҫулпа танлашать. Паян та 85 ҫулти Владимир Николаевич ӗҫ вырӑнӗнче, Киров ячĕллĕ СПКра агроном пулса ӗҫлет.
Ерастовсен пысӑк та туслӑ ҫемйи пӗтӗм ҫемйипе суйлама пынӑ. Иван Михайловичпа Наталья Николаевна 2000 ҫулта ҫемье ҫавӑрнӑ. Юратура ҫичӗ ача: Алинана, Дарьяна, Марияна, Софьяна, Юлияна, Петра, Максима пӑхса ӳстереҫҫӗ. Ерастовсен Валерипе Лиана мӑнукӗсем ҫитӗнеҫҫӗ. Мӑшӑрсем хӑйсен кандидачӗшӗн, тăван ҫӗршывăн пуласлӑхӗшӗн суйласси хӑйсен ачисемпе мӑнукӗсене гражданла яваплӑхăн тӗслӗхне кӑтартасси хӑйсен тивӗҫӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Политикӑн паллӑ событийӗнчен ялӑн 88 ҫулхи вăрăм ĕмĕрлĕ, тава тивӗҫлӗ строителĕ Клементий Васильевич Волков та юлман.

#ВыбираемПрезидента
#Башкортостан
#БашВыбор2024
Ирина ФОМИНА.
https://svetput.ru/news/vybory-2024/2024-03-16/zhiteli-sedyakbasha-vybirayut-buduschee-3686430

 

 

 

Ситекпуçĕнче пурӑнакансем пуласлӑха суйлаҫҫӗ
Ситекпуçĕнче пурӑнакансем пуласлӑха суйлаҫҫӗ
Ситекпуçĕнче пурӑнакансем пуласлӑха суйлаҫҫӗ
Ситекпуçĕнче пурӑнакансем пуласлӑха суйлаҫҫӗ
Ситекпуçĕнче пурӑнакансем пуласлӑха суйлаҫҫӗ
Ситекпуçĕнче пурӑнакансем пуласлӑха суйлаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: