Район ҫыннисем суйлава уява кайнă пек каяҫҫӗ. Суйлав участокӗсенче ҫынсене кӑсӑкли нумай кӗтет. Сӑмахран, Ситекри Культура çуртӗнче вырнаҫнӑ 1383-мĕш суйлав участокӗнче суйлама килнӗ ял ҫыннисене "Çăлкуç юрри" фольклор коллективне хутшӑнакансем юрӑсемпе, ташӑсемпе кӗтсе илнӗ.
Участокра Ситек, Такмак, Красная горка ялсен суйлавҫисем хӑйсен гражданла позицине палӑртма кӑна мар, ентешсен юррисемпе те, ташшисемпе те киленме пултарнӑ. Суйлавҫӑсем "Çăлкуç юрри" фольклор коллективне хутшӑнакансене уяври пек кӑмӑл-туйӑмшӑн тав тунă.
#Выбираем Президента
#Башкортостан
#БашВыбор2024
https://svetput.ru/news/vybory-2024/2024-03-15/golosovali-pod-pesni-i-plyaski-3684222