#владимирпутин
Пушкӑртстанра, Раҫҫейӗн Тӗп суйлав комиссийӗ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир Путин ҫӗршыв Президенчӗн суйлавӗнче сасӑсен 90,96% пухнӑ. Ку 2018 ҫулхи суйлавпа танлаштарсан, 13 процент ытларах. Ун чухне Путина республикӑри суйлавҫӑсен 77,69% ырланӑ.
РФКП представителӗшӗн Николай Харитоновшăн 3,64 процент, ЛДПР лидерӗшӗн Леонид Слуцкийшĕн - 2,61 процент, Владислав Даванковшӑн "Новые люди" - 1,93% суйлавçăсем сасӑланӑ.
Пӗтӗмӗшпе Раççейпе илсен, малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир Путин Раҫҫей Президенчӗн суйлавӗнче сасӑсен 87,32% пухнӑ. Кун пирки РФ ЦИК даннӑйӗсем протоколсен 95 процентне шутласа тухнă хыҫҫӑн ҫирӗплетеҫҫӗ.
https://www.bashinform.ru/news/politics/2024-03-18/v-bashkirii-vladimira-putina-podderzhali-90-96-izbirateley-respubliki-3689193