Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
20 Мартӑн , 11:56

Пур ҫӗрте те пӗрле

Даниловсен тарават ҫурчӗ пуриншӗн те уҫӑ: ачисемшĕн те, мӑнукӗсемшен те, тусӗсемшĕн те, тӑванӗсемшĕн те.

Пур ҫӗрте те пӗрле
Пур ҫӗрте те пӗрле

Пăслăкри Данилов мӑшӑрсем чи малтисенчен пӗрисем пулса Тӑван çӗршыва пулӑшма чĕнĕве йышăннă.

Сире хамӑр Пăслăк ялĕнчи чаплӑ хӗрарӑмпа Полина Ильиничнӑпа паллаштарас тетӗп. Вăл Йăлпăлак ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ҫамрӑк пике пирӗн яла 60-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче ӗҫлеме килчӗ. Ҫавӑнтанпа вара, мӑшӑрӗпе Иван Алексеевичпа туслӑ ҫемье туса, кунта юлчӗ.

Ҫак ҫулсенче Полина Ильинична вӑрӑм ӗҫ ҫулӗ иртнӗ. Пуҫламӑш классен учителӗнче, ял совечӗн секретарӗнче, Хӗрарӑмсен канашӗн председателӗнче, Пăслăкри вӑтам шкулти библиотекӑра ӗҫленӗ, делопроизводитель ӗҫне пӗрле туса, ҫитӗннисен тата ача-пӑчасен "Ҫӑлкуҫ" фольклор ансамбльне лайӑхлатса, вӗсене "халӑх" ятне пама тивӗҫлӗ туса ертсе пынӑ. Ялта пӗр мероприяти те вӑл хутшӑнмасӑр, халӑх ансамблĕ хутшӑнмасӑр иртмен. Халӑхӑн илемлӗ кӗвӗллӗ юррисем пур концертсенче те янӑранӑ, куракансем вара вӗсене яланах савӑнӑҫлӑн кӗтсе илнӗ.

Унӑн хӑй тавра талантлӑ, интереслӗ ҫынсене пуҫтарма, унтан "ҫыпӑҫтарма" уйрӑм пултарулӑх пур, асра юлакан темле ҫутӑ япала. Ялта нумайӑшӗ вăл ертсе пынă "Голубой огонек", "От всей души" тӗлпулусене халиччен астӑваҫҫӗ. Унӑн хастарлӑхӗпе, тимлӗхӗпе, ырӑ кӑмӑлӗпе, пултарулӑхӗпе эпир яланах савӑнаттӑмӑр, ҫынсемпе пуринпе те пӗр пек кӑмӑллӑ пулнине ҫеҫ курма пултараттӑмӑр, ҫавна пула ял ҫыннисем ăна юратма, хисеплеме тивӗҫлӗ те вӑл.

Халӗ, тивӗҫлӗ канура чухне, вӗсем мӑшӑрӗпе пирӗн Тӑван çӗршыва пулӑшма чĕнĕве чи малтисем пулса йышăнчӗҫ. Эпӗ вӗсем ҫинчен уйрӑм ҫырма пултараймастӑп, мӗншӗн тесен вӗсем пур ҫӗрте те пӗрле. Гуманитари пулӑшӑвӗ пухасси ҫинчен пӗлсенех — пыл, ӑвӑс кирлӗ — тӳрех илсе килеҫҫӗ. Халех милӗк кирлӗ — çавăнтах ҫыхаҫҫӗ те илсе килеҫҫӗ. Салма касаҫҫӗ те типӗтеҫҫӗ, ҫӑмарта пуҫтараҫҫӗ, нускисем çыхаççĕ, ӑшӑ япаласем, вырӑн хатĕрĕсем кирлӗ, çавăнтах илсе килеҫҫӗ. Пӗрре мар пысăк финанс вӑйӗпе те пулăшнă. Халӗ вӗсем хӑйсен утарӗнчен черетлӗ пыла яма хатӗрленеҫҫӗ (мӑшӑрсем питӗ опытлӑ пыл хурчӗ ĕрчетекенсем). Упӑшкипе пӗрле Полина Ильинична тӑтӑшах сетка явакан пункта ҫӳреҫҫӗ, пирӗн ӗҫпе интересленеҫҫӗ, нихҫан та пушӑ алӑпа килмеҫҫӗ. Сӑмах май каласан, вӑл маскировка сеткисем çыхма пуҫланӑранпа малти ретре пулнӑ, анчах алли аманнă хыҫӗнчен çÿреме пăрахма тивнӗ. Халӗ ҫемье пур ӗҫре те фронта, пирӗн боецсене, ҫӗнтерӗве ҫывхартас тесе мӗн тума пултарнине пурне те пулӑшма тӑрӑшать. Вӗсене кирек мӗнле чӗнсен те хуравсӑр, пулӑшу памасӑр юлмаççĕ, ҫакӑншӑн вӗсене иккӗшне те, вӗсен ҫемйине те чӗререн тав тӑватӑп.

Вӗсем виҫӗ ачана тивӗҫлӗ ӳстернӗ. Вӗсен сакӑр юратнӑ мӑнук. Ачасем пурте ӑнӑҫлӑ, вĕсене хисеплеҫҫӗ. Даниловсен тарават ҫурчӗ пуриншӗн те уҫӑ: ачисемшĕн те, мӑнукӗсемшен те, тусӗсемшĕн те, тӑванӗсемшĕн те, вӗсен тăван питӗ нумай. Вӗсене халĕ чи кирли — сывлӑх, ырлӑх, ҫемье телейӗ нумай ҫуллӑх сунас тетӗп. Эсир пирӗнпе юнашар пулнӑшӑн тата Тӑван çӗршывра пӗр ӗҫ тунӑшӑн эпир питӗ савӑнатпӑр.

Валентина МИТРОФАНОВА,

"Все для фронта с.Базлык" ушкӑнне хутшăнакан.

Сӑнӳкерчӗкӗ: Полина Данилован ҫемье архивӗнчен.

Пур ҫӗрте те пӗрле
Пур ҫӗрте те пӗрле
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: