Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
22 Мартӑн , 11:12

Путин суйлав комиссисен ӗҫне уҫӑмлӑ та тĕплĕ тенĕ

#владимирпутин

Путин суйлав комиссисен ӗҫне уҫӑмлӑ та тĕплĕ тенĕ
Путин суйлав комиссисен ӗҫне уҫӑмлӑ та тĕплĕ тенĕ


#владимирпутин
Иртнӗ РФ Президент суйлавӗнче суйлав комиссийӗсем саккунпа килӗшӳллӗн уҫӑмлӑ, тĕплĕ ӗҫленине палăртнă пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Раҫҫей ҫыннисене чӗнсе каланӑ чухне патшалӑх пуҫлӑхӗ Владимир Путин.
Ҫӗнӗ регионсенче суйлав комиссисен ӗҫченӗсем хастарлӑхпа хӑюлӑх кӑтартнине палӑртнă вӑл.
"Иртнӗ кампани хӗрӳллӗ те питӗ яваплӑ пулчĕ, мӗншӗн тесен эпир Раҫҫей малалла каякан ҫула, хамӑр валли тата хамӑр ачасемшӗн пуласлӑх суйласа илтĕмĕр. Ҫак событин пӗлтерӗшне те суйлама килнӗ суйлавҫӑсенчен нумайӑшӗ ӑнланнӑ", - кӑтартнӑ Раҫҫей лидерӗ.
Патшалӑх пуҫлӑхӗ уншӑн сасӑлакансене тав тунă.
"Ӑнланатӑп, Раҫҫейшӗн, пирӗн халӑх ырлӑхӗшӗн шанӑҫ шайӗ пысӑклатать, манран та, пирӗн пӗтӗм командӑран та тата тухӑҫлӑрах пулма хушать", - тесе палӑртнӑ президент.
Сăнÿкерчĕкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/73692#
https://iz.ru/1669115/2024-03-21/putin-nazval-rabotu-izbirkomov-na-vyborakh-chetkoi-i-gramotnoi

 

 

Путин суйлав комиссисен ӗҫне уҫӑмлӑ та тĕплĕ тенĕ
Путин суйлав комиссисен ӗҫне уҫӑмлӑ та тĕплĕ тенĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: