Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
1 Апрелӗн , 11:08

Пушкӑртра ăстаçă йывӑҫран турӑшсем касать, боецсене СВО зонине ярать

Алексей Губачев ҫинчен республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров каласа панӑ.

Архангельск районӗнчи ӑстаҫӑ Алексей Губачев 10 ҫул ытла хӑйӗн столяр мастерскойӗнче кухньӑри питӗ илемлӗ япаласем, сӗтел-пукансемпе турӑшсем — пурне те йывӑҫран тӑвать. Алексее унӑн арӑмӗ Наталья пулӑшать. Ҫавӑн пек турăшсене Губачевсен ҫемйи хӑйсен ентешӗсене СВО зонине ярса панӑ, — пӗлтернӗ Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров.

Пӗлтӗр Алексей район администрацине бизнес-шериф патне Ĕç министерстви енӗпе пулӑшу пама тата социаллӑ контракта тӗпе хурса адреслӑ социаллӑ пулӑшу илме ыйтма пынă. Радий Хабиров бизнес-шерифсен задачи проектсене пулăшма тата предпринимательсене патшалӑхран пулӑшу илме пулӑшасси пулнине аса илтернӗ.

Регион ертӳҫи Алексее ӗҫшӗн тав тунӑ, ҫитӗнӳсем суннӑ.

https://mgazeta.com/news/SVO/2024-03-30/v-bashkirii-master-vyrezaet-ikony-iz-dereva-i-otpravlyaet-ih-boytsam-v-zonu-svo-3707661

Пушкӑртра ăстаçă йывӑҫран турӑшсем касать, боецсене СВО зонине ярать
Пушкӑртра ăстаçă йывӑҫран турӑшсем касать, боецсене СВО зонине ярать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: