Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Пушкӑрт тӗп хулинче "Управдом" республикӑн пиллӗкмӗш форумӗ иртни ҫинчен социаллă сетьсенче пӗлтернӗ. Регион ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, форума хутшӑнакансемпе нихӑҫан та ансат пулмасть. Анлӑ мероприятие ҫуртсен совечӗн председателӗсене, подъездри аслисене – ЖКХ сферинчи проблемӑсене, хӑйсен ҫурчӗсен лару-тӑрӑвне лайӑх пӗлекен ҫынсене чӗнеҫҫӗ.
Хабиров муниципалитетсен пуҫлӑхӗсене "ҫынсемпе хутшӑнма, вӗсене илтме, вӗсен мӗн ыратнине пӗлме, вӗсен проблемисене явӑҫма ыйтнӑ". Республика пуҫлӑхӗ ку Владимир Путин лартнӑ пӗлтерӗшлӗ тӗллевсенчен пӗри пулнине палӑртнӑ.