Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
15 Апрелӗн , 12:32

Владимир Путин Пушкӑрт хӗрарӑмне "Мать-героиня" ята панӑ

#владимирпутин

Владимир Путин Пушкӑрт хӗрарӑмне "Мать-героиня" ята панӑ
Владимир Путин Пушкӑрт хӗрарӑмне "Мать-героиня" ята панӑ


#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Пушкӑрт хӗрарӑмне "Мать-героиня" ята панӑ. Хальхинче Благовещенск районӗнчи Ольга Викторовна Фатеева хисеплӗ ят тата патшалӑх награди илнӗ. Тивӗҫлӗ документа право информацийӗн официаллӑ порталӗнче пичетлесе кӑларнӑ.
Ҫав указпах "РФ аслӑ шкулӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" хисеплӗ ята Людмила Викторовна Яковлевана Пушкăрт медицина университечӗн кафедрин заведующине панӑ.
Регион Ĕç министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑртра чылай ашшӗ-амӑшне ачасене воспитани парас тӗлӗшпе ырми-канми ӗҫленӗшӗн Раҫҫей патшалӑх наградисемпе паллӑ тунӑ. Тӗслӗхрен, ашшӗ-амӑшӗн аслӑ ятне республикӑри ҫичӗ хӗрарӑм пӗр вӑхӑтрах 1 млн укҫа-тенкӗ тӳлевпе "Мать-героиня" ят панӑ. "Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ" орденӗпе 500 пин тенкӗпе хавхалантарса 10 ҫемьене, "Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ" орденӗн медалĕпе 200 пин тенкӗ укҫа тӳлесе 29 мӑшӑра наградӑланӑ.
https://www.bashinform.ru/news/social/2024-04-12/vladimir-putin-prisvoil-zhitelnitse-bashkirii-zvanie-mat-geroinya-3724965

 

 

Владимир Путин Пушкӑрт хӗрарӑмне "Мать-героиня" ята панӑ
Владимир Путин Пушкӑрт хӗрарӑмне "Мать-героиня" ята панӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: