Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
24 Апрелӗн , 10:30

Тӳрӗ кӑмӑлтан ӗҫлет

Ĕҫтешӗсем Пăслăкри Елена Вениаминовна Федорована шӑпах ҫакӑншăн чыслаççĕ тата мухтаççĕ.

Тӳрӗ кӑмӑлтан ӗҫлет
Тӳрӗ кӑмӑлтан ӗҫлет

Ĕҫтешӗсем Пăслăкри Елена Вениаминовна Федорована шӑпах ҫакӑншăн чыслаççĕ тата мухтаççĕ.
Аслӑ ӑру ҫыннисем, ачаранах тӳрӗ кӑмӑлтан ӗҫлеме хӑнӑхнӑскерсем, халӗ те, хӑйсен ҫулне пӑхмасӑр, кирек мӗнле ӗҫе те тӳрӗ кӑмӑлтан тума тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсемшӗн сахал тӳлекен ӗҫ пек ӑнлану ҫук.
— Манăн атте-аннен тӑватӑ ача пулнӑ, - каласа парать Елена Федорова. - Валентина Ивановна анне чирленипе ир леш тӗнчене кайрĕ, ун чухне вӑл хӗрӗх тӑватӑ ҫулта ҫеҫчĕ. Атте пӗр ҫынна кăна юратакан пулнăран, кайран тек авланмарĕ, паллӑ арҫын пулнӑ пулин те. Апрелӗн 10-мӗшӗнче манăн атте Вениамин Григорьевич 90 ҫул тултарчӗ. Паян вӑл Пăслăкра сумлă та хисеплӗ ҫын. Инсульт тӳссе ирттернӗ хыҫҫӑн эпӗ ӑна пӑхатӑп. Ĕçлеме иртнĕ ӗмӗрĕн сакӑрвуннӑмӗш çулĕсен пуҫламӑшӗнче, Приютово цехӗнче — Октябрьскинчи ҫӗвӗ ҫӗлекен фабрикӑн филиалӗнче вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн пуҫларăм. Мана ҫӗвӗҫ-мотористка ӗҫӗ питӗ килӗшетчӗ, эпӗ ҫӗвӗ машинипе сехечӗ-сехечӗпе тӗрлӗрен ҫӗвӗсемпе пӑркӑчсем çĕлеме пултараттӑм. Анчах ку ӗҫе, шел пулин те, 1986 ҫулта качча тухнӑ хыҫҫӑн хӑварма тиврӗ. Эпир Пăслăк каччипе Федор Васильевпа туй турӑмӑр. Чутах хула ҫынни пулаттӑм. Мана вӗт, республикӑри ҫӗвӗҫсем хушшинче социализмла ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫине, Октябрьски хулара пурӑнма ҫӗвӗ ҫӗлекен фабрикӑна ӗҫлеме чӗнчӗҫ. Хваттер пама пулчӗҫ. Ҫапла вӗҫленчӗ манӑн карьера ӳсӗмӗ, анчах эпӗ уншӑн нимӗн чухлӗ те ӳкӗнместӗп. Ҫуралнӑ ҫӗрте кирлӗ пултăм.
Ҫавӑнтанпа Елена Вениаминовна тӑван ялта пурӑнать, ӗҫлет. Вырӑнти "Солнышко" ача садне декрет отпускне кайнӑ ĕçлекен вырӑнне вырнаҫнă. Унтан хӑй те ҫамрӑк анне пулса тӑнă. Хӗрарӑм пӗрин хыҫҫӑн теприне виҫӗ ҫирӗп ывӑл ҫуратнӑ. Ялта хӗрарӑмсем валли ӗҫ суйласа илме яланах нумай мар, ҫавӑнпа та вӑл ӑнсӑртран пушаннă техничка вырӑнне Пăслăк ял советне вырнаҫать. Ку вӑл вӑтӑр ҫул каялла пулнӑ.
- Ҫулсем сисӗнмесӗрех иртсе кайрӗҫ. Эпӗ ӑнланма та ӗлкӗреймерӗм, тӑватӑ хут асанне пулса тӑтӑм, - йӑл кулса хӑйӗн ҫывӑх та чӗререн юратакан тӑванӗсем ҫинчен каласа парать Елена Вениаминовна.
Пăслăк ял советĕнче Елена Вениаминовна Федорова техработникра вӑтӑр ҫул хушши пӗр чарӑнмасӑр ӗҫленӗ хушӑра ял тӑрӑхӗн ултӑ ертÿçи улшӑннă. Вӗсем пынă, ӗҫленĕ, кайнă, вӑл вара яланах тӳрӗ кӑмӑлпа тӑвакан ӗҫрех юлнă. Кунсӑр пуҫне экологи акцийӗсемпе субботниксене, территорисене пуҫтарассине, автоҫул айккисене ҫулассине, йывӑҫсемпе чечексем лартас ӗҫе яланах хутшӑнать. Вӑл хӑйӗн ӗҫченлӗхӗпе ачасен, ял-йышăн, ӗҫри ӗҫтешӗсен хисепне тивĕçлĕ пулнă.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.

 

Тӳрӗ кӑмӑлтан ӗҫлет
Тӳрӗ кӑмӑлтан ӗҫлет
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: