Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
25 Апрелӗн , 12:46

Путин çурхи шыв хыҫҫӑн пулӑшу илнӗ ҫынсем сахал пулни пирки каланă

#владимирпутин

Путин çурхи шыв хыҫҫӑн пулӑшу илнӗ ҫынсем сахал пулни пирки каланă
Путин çурхи шыв хыҫҫӑн пулӑшу илнӗ ҫынсем сахал пулни пирки каланă

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин çурхи шыв хыҫҫӑн инкек курнисен пӗчӗк проценчӗ кӑна пурлăх пулӑшăвĕ илнине палăртнă. Апрелӗн 24-мӗшӗнче патшалăх пуҫлӑхӗн канашлӑвӗнче çурхи шыв сиен кÿнине пӗтересси ҫинчен ыйтăва сӳтсе явнӑ.
Раҫҫей МЧС пуҫлӑхӗ Александр Куренков Оренбург облаҫӗнче пурлӑх пулӑшӑвне 46 пин ҫын, миллиард ытла тенкӗ, Курган облаҫӗнче — 15 пин заявлени панисенчен 1,5 пин ҫын çеç илнӗ, Тюмень облаҫӗнче вара 320 заявлени панӑ, анчах пулӑшу 87 ҫемье ҫеҫ илнӗ.
"Оренбург облаҫӗнче, эсир ҫырнӑ тӑрӑх, инкек курнӑ граждансен 400 пин ытла пулӑшу пама инкек курнӑ граждансенчен заявленисем йышӑннӑ, анчах пулăшу 46 пин ытла çынна, 10% ытлана çеç панӑ. Ытти субъектсенче те процент шайлашӑвӗнчи пекех. Мӗншĕн пит сахал?" - ыйту панă Президент.
Канашлу пынӑ май Путин регионсенче çурхи шывпа кӗрешме вӑй-хал тата укҫа-тенкӗ ҫителӗклӗ тесе шантарнă. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫӗршыври çурхи шывпа ҫыхӑннӑ лару-тӑру Оренбург облаҫӗнче кӑткӑс юлать, унта регионти шыв шайӗ майӗпен чакать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru/media/events/photos/medium
https://iz.ru/1687108/2024-04-24/putin-ukazal-na-maloe-kolichestvo-poluchivshikh-pomoshch-posle-pavodka-liudei

 

 

Путин çурхи шыв хыҫҫӑн пулӑшу илнӗ ҫынсем сахал пулни пирки каланă
Путин çурхи шыв хыҫҫӑн пулӑшу илнӗ ҫынсем сахал пулни пирки каланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: