Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
3 Майӑн , 11:05

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ икӗ сехет çул çинче пробка тунӑ ҫынсене хытӑ айӑплама хушнӑ

Ку ӗҫ Уфа районӗнче май уйӑхӗнчи канмалли кунсем хыҫҫӑн пулса иртнӗ.

ПР Пуҫлӑхӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, майӑн 2-мӗшӗнче Радий Хабиров регионти транспорт лару-тӑрӑвӗпе канашлу ирттернӗ. Трасса ҫинче юсав ӗҫӗсене пула автомобильсем чылайӑшӗ заторсемпе тӗл пулнӑ чухне пулса иртнӗ ыйтӑва сӳтсе явнă.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ ҫак кун республикӑра пурӑнакансенчен нумайӑшӗ май уйӑхӗнчи канмалли кунсем хыҫҫӑн килĕсене таврӑннине палӑртнӑ. Вӑл инцидент сӑлтавӗсене тишкерсе тухма тата малашне ун пек лару-тӑру ан пултăр тенĕ.
Ҫул ҫинчи служба представителӗ трасса участокӗнче подрядчик ҫул витӗмне юсани ҫинчен пӗлтернӗ. Ҫанталӑк условийӗсене пула ĕçсене графикрен каярах пуҫланӑ, ҫавна пула хулана кӗнӗ чухне транспорт чарӑнса ларнӑ.
ГИБДД представителӗ подрядчике транспорт юхӑмне чӑрмантарнӑшӑн штраф пани ҫинчен пӗлтернӗ.
Радий Хабиров ҫак лару-тӑрура ведомствӑсемпе муниципалитетсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫленин ҫитменлӗхӗсем ҫине кӑтартнă, нумай сехет тăршшĕ ҫул ҫинче чарӑнса тӑнӑ килӗшӳсӗр ӗҫсемшӗн яваплӑ ҫынсене дисциплинарлӑ взысканисемпе усӑ курма хушнă. Регион ертӳҫи йышӑннӑ мерӑсем ҫинчен пӗлтерме ыйтнӑ.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Пуҫлӑхӗн пресс-служби.

https://mgazeta.com/news/novosti/2024-05-02/glava-bashkirii-potreboval-strogo-nakazat-teh-po-chiey-vine-voznikla-dvuhchasovaya-probka-3751006

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ икӗ сехет çул çинче пробка тунӑ ҫынсене хытӑ айӑплама хушнӑ
Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ икӗ сехет çул çинче пробка тунӑ ҫынсене хытӑ айӑплама хушнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: