Çутă çул
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
7 Майӑн , 12:21

Мухтавлӑ çар йăли-йĕркисене малалла тăсать

Стрелковӑй батальон командирӗ Хушăлкари Антон Тимофеевӑн ашшӗ-амӑшне тав тӑвать.

Мухтавлӑ çар йăли-йĕркисене малалла тăсать
Мухтавлӑ çар йăли-йĕркисене малалла тăсать

Стрелковӑй батальон командирӗ Хушăлкари Антон Тимофеевӑн ашшӗ-амӑшне тав тӑвать.
Вӑхӑт пĕрре те чаранса тăмасть. Нумаях пулмасть Пишпÿлекри Культура керменӗн сцени çинче 2023 çулхи ҫурхи призывниксен ятӗнчен Антон Тимофеев Тӑван ҫӗршыва чунтан парӑнса хÿтĕлеме ҫирӗп сӑмах панӑ. Ҫулталӑк сисӗнмесӗрех иртсе кайрĕ. Халӗ ӗнтӗ шантарсах калама пулать: Хушăлка каччи ҫак сӑмаха пурнӑҫланӑ. Ҫак кунсенче Хушăлкана Тимофеевсем патне ҫар штемпелӗпе заказлӑ ҫыру килнӗ.
"Хисеплӗ Виктор Владимировичпа Мария Николаевна! Сирӗн ывӑлӑр службӑра тӑракан батальон командирӗ сире чӗререн тав тӑвать. Сире Антон ывӑлăра воспитани панӑшӑн тав тӑвас тетӗп, вӑл пирӗн подразделенинче службӑра тӑнӑ вӑхӑтра хӑйне тивӗҫлипе, присяга панӑ пекех, тивӗҫлипе кӑтартнӑ. Шӑпах сирӗн ывӑлӑр пек гвардеецсене пула пирӗн паттӑр подразделенинче мухтавлӑ çар йăли-йĕркисем йӗркеленеҫҫӗ, ӳссе пыраҫҫӗ, ҫар дисциплини тата коллектив ҫирӗпленет. Антон малашне те паттӑрлӑх, дисциплина тата хӑйӗн Тӑван çӗршывне парӑнса пурӑнмалли тӗслӗх пуласса шанатӑп! — ҫырнă 20-мĕш стрелковӑй батальон командирӗ подполковник Евгений Кучинский.
Антон пысӑк та туслӑ, ӗҫчен ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх сӗт-ҫу енӗпе ӗрчетекен фермер хуҫалӑхӗнче, ашшӗ-амӑшӗн тăватă ача хушшинче вӑл чи асли. Вырӑнти шкулта тӑхӑр класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗнче диплом илнӗ. РФ Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсене ăна 2023 ҫулхи июлӗн 2-мӗшӗнче чӗнсе илнӗ. Ҫирӗп кӗлеткеллӗ каччӑ Типҫӗр ҫарсен спецназӗн командине Новосибирск хулинчи вӗренӳ чаҫне лекнӗ. Унӑн ҫар подразделенийӗ Новосибирскри аслӑ ҫарпа команднӑй училищӗн базинче вырнаҫнӑ. Ҫар дисциплинин требованийӗсем кунта пур салтаксемшӗн те ҫирӗп. Салтаксем ÿт-пÿ енчен пиçĕхме, алла-аллӑн тытӑҫса ҫапӑҫмалли меслетсене тӗпчеме, стрелоксен кирек мӗнле хӗҫпӑшалтан те пеме хӑнӑхма ҫине тӑрса тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, кунта Тӑван çӗршыва хӳтӗлекен чӑн-чӑн ҫирӗп ҫынсем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫитӗнсе, ҫирӗпленсе çитсен, Антон Тимофеев та шӑпах ҫакӑн пек салтак пулса тӑнă. Ҫар чаҫӗн командованийӗ РФ оборона министрӗн приказӗпе 2024 ҫулхи февралӗн 22-мӗшӗнче салтака "Çар тивӗҫне кӑтартуллӑ пурнӑҫланӑшӑн" медальпе наградӑланӑ. Эпир хамӑр ентешпе мăнаçланатпӑр!
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Тимофеевсен ҫемье архивӗнчен.

 

 

Мухтавлӑ çар йăли-йĕркисене малалла тăсать
Мухтавлӑ çар йăли-йĕркисене малалла тăсать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: