Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ теми унчченхи тата хальхи литературӑра малта пыракансенчен пӗри пулса юлать. Пишпÿлекри тĕп библиотека вулакансене "Вӑрҫӑ ҫинчен кӗнекесем вулатпӑр" курава курма сӗнет. Вăрçă ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесем хаяр та синкер вӑхӑтри событисене уҫса параҫҫӗ, хӑйсен вӑйне тата пурнӑҫне шеллемесӗр, хаяр ҫапӑҫусенче тӑшмана ҫӗнтерме туптанӑ, Тӑван çӗршывӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне сыхласа хӑварнӑ, ытти халӑхсене фашистла пусмӑра сирсе пӑрахма пулӑшнӑ ҫынсем ҫинчен каласа параҫҫӗ. Паллӑ авторсен кӗнекисене вуласа тухни Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин пулӑмӗсем ҫине шалтан пӑхма тата Ҫӗнтерӳ хакне ӑнланма пулӑшӗ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри тӗп библиотекăн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/biblbib