Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
8 Майӑн , 13:30

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн инаугурацийӗн церемонине хутшӑннӑ

Майӑн 7-мӗшӗнче Мускавра Кремльти Пысӑк керменте Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Владимир Путин Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн должноҫне кӗнӗ чаплӑ церемоние хутшӑннӑ.

Раҫҫей Конституцийӗн 82 статйипе килӗшӳллӗн Федераци Канашӗн членӗсем, Патшалӑх Думин депутачӗсем тата Раҫҫей Федерацийӗн Конституци сучӗн судйисем умӗнче Владимир Путин Раҫҫей халӑхне присяга панӑ. Конституци сучӗн председателӗ Валерий Зорькин Владимир Путин Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн должноҫне кӗни ҫинчен пӗлтернӗ.
Инаугураци хыҫҫӑн Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров журналистсене церемонинче мӗн курни-илтни ҫинчен каласа панӑ. Радий Фаритович инаугурацин уйрӑм чаплӑ атмосферине палӑртнă та залра пирӗн аслӑ ҫӗршыв представителӗсем – наци тӗсӗ пуҫтарӑнни ҫинчен каласа панă. Радий Хабиров каланӑ тӑрӑх, Президент маларах Федераци Пухӑвне янӑ ҫырура Раҫҫее малалла аталантармалли контурсене палӑртнӑ.
– 2025 ҫултан пуҫласа ҫӗнӗ нацпроектсен ытларахӑшне хута яраҫҫӗ. Ҫавӑнпа та эпир ача сачӗсене, колледжсене, университетсене, шкулсене, пуçламăш медицина сыпăкне юсамалли заявкӑсем хатӗрлетпӗр, – палӑртнă Радий Хабиров.
Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Раҫҫей Президенчӗ пирӗн республикӑна ӑшӑ кӑмӑлтан хисепленине палӑртнӑ. Пушкӑртстанра пурӑнакансем те Раҫҫей ырлӑхӗшӗн яланах тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра та, СВО ирттернӗ чухне те – пирӗн чылай çынсем çар задачисене тухӑҫлӑ пурнӑҫлакан ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинче тӑраҫҫӗ.

https://mgazeta.com/news/novosti/2024-05-07/glava-bashkirii-prinyal-uchastie-v-tseremonii-inauguratsii-prezidenta-rossii-vladimira-putina-3757496

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн инаугурацийӗн церемонине хутшӑннӑ
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн инаугурацийӗн церемонине хутшӑннӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: