Çутă çул
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
3 Июнӗн , 11:09

Çирĕклĕ клубӗнче Ачасене хӳтӗлемелли куна халалланӑ вӑйӑ программи иртнӗ

Ҫу пуҫламӑшӗнче Çирĕклĕ ял клубӗнче Ачасене хӳтӗлемелли куна халалланӑ "Ачалӑх янӑравлӑ култӑр" вӑйӑ программи иртнӗ.

Ертÿçĕ ачасене пурне те ҫуллахи пӗрремӗш кунпа Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун ячӗпе саламланă, телейлӗ кулӑ, хаваслӑ шухӑш, шанчӑклӑ туссем, манӑҫми мыскарасем суннă.

Мероприяти вӑхӑтӗнче ачасем тематикӑллӑ юмахсене тавҫӑрса илнĕ, ҫулла тата туслӑх ҫинчен калакан юрӑсене аса илнĕ, ҫавӑн пекех куҫса ҫӳрекен вӑйӑсемпе конкурссене: "Кулӑпӑр", "Шӑрҫа пар", "Йӗмпе чупни", "Кашӑк йӑтса чупни", "Клоун куллине ÿкер" хавасланса хутшӑннă.

Праҫник вӗҫӗнче ачасем ӗмӗт татнă те йывӑҫ ҫине хӑюсем ҫыхнă.

Праҫник савӑнӑҫлӑ та харсӑр иртнӗ, пухӑннӑ ҫынсем пурте темӗн чухлӗ кӑмӑллӑ туйӑмсем, уяври пек ырӑ кӑмӑлсем илнĕ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Çирĕклĕ клубӗн социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/event135580128

Çирĕклĕ клубӗнче Ачасене хӳтӗлемелли куна халалланӑ вӑйӑ программи иртнӗ
Çирĕклĕ клубӗнче Ачасене хӳтӗлемелли куна халалланӑ вӑйӑ программи иртнӗ
Çирĕклĕ клубӗнче Ачасене хӳтӗлемелли куна халалланӑ вӑйӑ программи иртнӗ
Çирĕклĕ клубӗнче Ачасене хӳтӗлемелли куна халалланӑ вӑйӑ программи иртнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: