#владимирпутин
Путин: СВОна хутшӑнакансен патшалӑх пулӑшӑвне туймалла, — пӗлтернӗ Путин.
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин боецсене патшалӑх енчен пулӑшу парасси фронт лининчи задачӑсене татса памалли комплексра пулнине палӑртнă.
"Защитники Отечества" фонд председателӗ Анна Цивилева патшалăх пуҫлӑхӗпе тӗл пулнӑ чухне СВО боецĕсене социаллӑ пулӑшу кирлӗ пулнине тата министерствӑсемпе ведомствӑсене социаллӑ тӳлевсен механизмне йӗркелеме координацилеме кирлине палӑртнă.
"Эсир халӗ асӑннӑ задачӑсен тухӑҫлӑхӗпе пӗлтерӗшӗ малти линире, фронт лининче, чи малтан кирлĕ. Ку, паллах, чи малтан тумалли япаласем, анчах ҫынсем патшалăх енчен пулăшу туймаççĕ пулсан, вара ҫак задачӑсене те татса пама йывӑртарах. Ку пурте пӗр комплексра. Кунта пӗрремӗш пӗлтерӗшлӗ тата иккӗмӗш шайри ыйтусем ҫук. Комплексра пурне те татса памалла", - палӑртнă Путин Кремльте тӗл пулнӑ чухне.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/74199/photos/76613
https://ria.ru/20240601/putin-1949882382.html
материалĕсем тӑрӑх.