Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
6 Июнӗн , 12:07

Геройсем вилмеҫҫӗ, вӗсем пирӗн асра та, пирӗн чӗресенче те пурӑнаҫҫӗ

Тӑван Ҫӗршывӑн мирлӗ пуласлӑхӗшӗн кӗрешӗве тăнă хÿтĕлевçĕсене ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав!

Геройсем вилмеҫҫӗ, вӗсем пирӗн асра та, пирӗн чӗресенче те пурӑнаҫҫӗ
Геройсем вилмеҫҫӗ, вӗсем пирӗн асра та, пирӗн чӗресенче те пурӑнаҫҫӗ

Çар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуçне хунă, контракт служби рядовойӗсене Кăрканти Сариян Нуртдинова тата Пишпÿлекри Максим Саватнеева ҫар чысӗпе юлашки ҫула ӑсатнă.
Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗ ҫын ҫухатӑвӗсӗр иртмест. Пирӗн район хаҫачӗ Раҫҫей халӑхӗн хӑрушсӑрлӑхӗпе ирӗклӗхӗшӗн вӑрҫӑ хирӗнче пуҫне хунӑ кашни герой ҫинчен ҫырать. Ҫакӑ вара чи малтанах çӗршыв хӳтӗлевҫисен мухтавлӑ геройӗсен ячӗсене халӗ пурӑнакансемпе каярахпа ҫитӗнекен ӑрусем пурте асра тытчӑр тата хисеплеччӗр тесе пулса пырать.
Сариян Файзуллович Нуртдинов 1980 ҫулхи февралӗн 28-мӗшӗнче колхозниксен ҫемйинче Кăрканта ҫуралнӑ. Вырӑнти шкултан вĕренсе тухсан 1997 ҫултан пуҫласа 2000 ҫулччен "Белебеевский" совхоз-техникумра техник-механик специальноҫа вӗреннӗ. Унтан Пушкăрт патшалăх агроуниверситета механизаци факультетне вӗренме кӗнĕ. 2002 ҫулта РФ Çар ретне илнӗ те Ульяновск хулинче сержант званине панӑ гварди десант-штурмлакан уйрӑм бригадӑра ҫар службине иртнӗ, вӑл тӳрех бронетанковӑй ятарлӑ гусеницӑсен уйрӑмӗн командирӗ пулнӑ. Мӑшӑрӗпе вĕсем Карим ывӑлпа Ралина хӗр ӳстернӗ.
2023 ҫулхи сентябрьте Сариян РФ Оборона министерствипе контракт тунӑ та стрелковӑй ротӑри мотострелковӑй отделенин аслӑ снайперӗ пулса тӑнӑ. Боевой задание пурнӑҫланӑ чухне ятарлӑ ҫар операцийӗнче 2023 ҫулхи октябрӗн 29-мӗшӗнче вилнӗ. Пуçне хунă салтака Паттӑрлӑх орденӗпе наградӑланӑ. Пуçне хунă ентешпе сывпуллашнӑ чух ял ҫыннисем, хӗрӳ точкăсенче тата патшалӑх чиккинчи ҫапӑҫусен ветеранӗсем траур митингне килнĕ. Митингра район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов, районти ҫар комиссарӗ Салават Абдуллин тата геройăн ашшĕ Файзулла Юрьевич Нуртдинов тухса сăмах каланă. Тухса калакансем пурте пӗр шухӑшлӑ пулнă: Сариян Нуртдинов хӑйӗн ҫар тивӗҫне чыслӑ пурнӑҫланӑ.
Пишпÿлекри Максим Саватнеев 19 ҫулта ҫеҫ пулнӑ. Максим 2005 ҫулхи апрелĕн 22-мӗшӗнче рабочисен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ачаранпах тӑлӑха тӑрса юлнӑ, хӑйӗн тӑван-опекунӗсем патӗнче усрав ҫемьере ӳснӗ. Пӗрремӗш класран пуҫласа тӑххӑрмӗш класа çитиччен Максим Пишпÿлекри 2-мĕш вӑтам шкулта вӗреннӗ. Шкул хыҫҫӑн Пелепейри механизаци тата электрификаци колледжӗн Пишпÿлекри филиалне ял хуҫалӑх техникине юсакан механике вӗренме кӗнĕ. Хӑйӗн тантӑшӗсем хушшинче тарӑн шухӑшсемпе, тӗрӗс ӗҫсемпе палӑрса тӑнӑ, тӗрӗс решенисем йышӑнма пӗлнӗ. РФ Çар ретӗнче призыв тӑрӑх службӑра тӑнӑ. 2024 ҫулхи январь уйӑхӗнче Самарара рядовой Максим Саватнеев РФ Оборона министерствипе контракт тунӑ. Вӑл СВОра аслӑ стрелок пулнă. 2024 ҫулхи мартăн 6-мӗшӗнче боевой задание пурнӑҫланӑ чухне пуçне хунă.
Ҫак икӗ салтакӑн тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем — чӑн-чӑн геройсен — ҫав тери пысӑк ҫухату тӳснӗ. Сариян Нуртдиновпа Максим Саватнеева виҫӗ хут салют парса Кăрканпа Пишпÿлек ялӗсен масарӗсене пытарнă.
Геройсем вилмеҫҫӗ, вӗсем пирӗн асра та, пирӗн чӗресенче те пурӑнаҫҫӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн мирлӗ пуласлӑхӗшӗн кӗрешӗве тăнă хÿтĕлевçĕсене ӗмӗр-ӗмӗрех мухтав! Вӗсен паттӑрлӑхӗ Пишпӳлек районӗн историйӗнче ӗмӗрлӗхех асра юлӗ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.

 

Геройсем вилмеҫҫӗ, вӗсем пирӗн асра та, пирӗн чӗресенче те пурӑнаҫҫӗ
Геройсем вилмеҫҫӗ, вӗсем пирӗн асра та, пирӗн чӗресенче те пурӑнаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: