Çутă çул
+23 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
12 Июнӗн , 14:54

Радий Хабиров регион пуҫлӑхӗн суйлавне хутшӑнма ПР ЦИКне документсем панӑ

Июнӗн 11-мӗшӗнче Радий Хабиров Пушкӑрт Республикинчи Тӗп суйлав комиссине регион пуҫлӑхӗн суйлавне хутшӑнма документсем панӑ.

Радий Хабиров регион пуҫлӑхӗн суйлавне хутшӑнма ПР ЦИКне документсем панӑ
Радий Хабиров регион пуҫлӑхӗн суйлавне хутшӑнма ПР ЦИКне документсем панӑ

Июнӗн 11-мӗшӗнче Радий Хабиров Пушкӑрт Республикинчи Тӗп суйлав комиссине регион пуҫлӑхӗн суйлавне хутшӑнма документсем панӑ. Суйлава вӑл "Единая Россия" партин регионти ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫипе Руслан Насретдиновпа тата кандидатӑн финанс уполномоченнӑйӗпе Максим Ульчевпа килнӗ. Хабировăн докуменчӗсене Республика ЦИКĕн комитечӗн председателӗ Азат Галимхановпа унӑн икӗ заместителӗ йышӑннӑ.
Суйлав комитетĕнче палӑртнӑ тӑрӑх, Хабиров Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн суйлавне хутшӑнма заявлени панисенчен пӗрремӗш кандидат пулса тӑнӑ. "Мана ҫынсем пулӑшӗҫ-ши, пулӑшмӗҫ-ши, пӗлесчӗ манӑн, эпир пилӗк ҫул хушши вӗсем пирӗн ӗҫе тивӗҫлипе хаклаччӑр, унпа кӑмӑллӑ пулччӑр тесе ӗҫлерӗмӗр. Ку яланах питӗ хумхануллӑ та яваплӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра эпир ытти кандидатсенчен, ытти политика партисенчен е, тен, хӑй тӗллӗн кандидатурине тăратнисенчен камран та пулин заявлени парасса кӗтетпӗр", - тенӗ Радий Хабиров "Башинформ" ИА хуравласа.
Вӑл çапла хушса хунă: Максим Ульчев организаци ӗҫӗпе документсемпе ҫыхӑннӑ процедура ыйтӑвӗсемпе аппаланать. Хабиров каланӑ тӑрӑх, халӗ суйлав штабне йӗркелеме тытӑнаҫҫӗ. Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн суйлавӗ сентябрӗн 6, 7 тата 8-мӗшӗсенче иртет.
https://mgazeta.com/news/novosti/2024-06-11/radiy-habirov-podal-dokumenty-v-tsik-rb-dlya-uchastiya-v-vyborah-glavy-regiona-3806401

 

 

 

Радий Хабиров регион пуҫлӑхӗн суйлавне хутшӑнма ПР ЦИКне документсем панӑ
Радий Хабиров регион пуҫлӑхӗн суйлавне хутшӑнма ПР ЦИКне документсем панӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: