#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Пушкӑрт Пуҫлӑхӗн адресĕпе Раҫҫей кунӗ ячӗпе салам янă.
"Ҫӗр ҫул тăршшĕ пирӗн мăн асаттесем Тӑван çӗршывшӑн тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗ, хӑйсен ӗҫри ҫитӗнӗвӗсемпе, ҫар паттӑрлӑхӗсемпе, талантпа тата хавхаланупа аслӑ державӑна тунӑ. Эпир вара ҫак ҫирӗп кӑмӑл-сипет ориентирӗсемпе, патриотизм традицийӗсемпе, Тӑван çӗршыва чунтан юратнипе танлашатпӑр.
Вӑхӑтсемпе ӑрусен ҫыхӑнӑвне, хамӑрӑн тымарсемпе ҫӑлкуҫсене парӑнса, эпир палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫласса, кирек мӗнле йывӑрлӑхсене те ҫӗнтерсе пырасса шанатӑп", - тенӗ Владимир Путин саламланӑ май. Вӑл тата Радий Хабирова "ӑнӑҫу тата чи ыррине" суннă.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Пуҫлӑхӗн сайчӗ.
https://resbash.ru/news/obshchee/2024-06-12/vladimir-putin-pozdravil-radiya-habirova-s-dnyom-rossii-3807183