Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
13 Июнӗн , 13:13

Раҫҫей кунӗ Радий Хабиров Пушкӑрт шкул ачисене пӗрремӗш паспорт панӑ

Регион ертӳҫи паспорт илнӗ кун – пурнӑҫри уйрӑм кун тата пысӑк яваплӑх, ҫитӗннӗ пурнӑҫри пӗрремӗш утӑм пулнине палӑртнӑ.

Раҫҫей кунӗ Радий Хабиров Пушкӑрт шкул ачисене пӗрремӗш паспорт панӑ
Раҫҫей кунӗ Радий Хабиров Пушкӑрт шкул ачисене пӗрремӗш паспорт панӑ

Июнӗн 12-мӗшӗнче Раҫҫей кунӗ ячӗпе Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Раҫҫей Федерацийӗн гражданинӗн пӗрремӗш паспорчӗсене вӗренӳре, спортра тата класс ӗҫ-хӗлӗнче уйрӑмах палӑрнӑ шкул ачисене панӑ.
Регион ертӳҫи паспорт илнӗ кун – пурнӑҫри уйрӑм кун тата пысӑк яваплӑх, ҫитӗннӗ пурнӑҫри пӗрремӗш утӑм пулнине палӑртнӑ.
Радий Хабиров шкул ачисемпе калаҫнӑ май Пушкӑрт Республикинче вӗренӳпе унӑн аталанӑвне пысӑк тимлӗх уйӑрнине аса илтернӗ. Регионӑн аслӑ вӗренӳ заведенийӗсем – ҫӗршыври чи лайӑх университетсен шутӗнче. Колледжсене те ҫаплах модернизацилеҫҫӗ.
Радий Хабиров Уфа хулинчи Вузсем хушшинчи студентсен кампусӗ ҫинчен те аса илтернӗ. "Эсир шкултан вӗренсе тухнă çĕре, унӑн тӗп пайӗн строительстви вӗҫленет ӗнтӗ. Ку пӗрлехи студгород пулать – общежитире 4,5 пин вырӑн, хальхи наукӑпа вӗренӳ хутлӑхӗ, лабораторисем, спорт, культура шайӗ", - каласа панă Радий Хабиров, ачасене малашне киленӳ кӳрекен тата ҫӗршывшӑн усӑллӑ ӗҫ суйласа илме сунса.
Сӑнӳкерчӗкĕ: glavarb.ru
https://mgazeta.com/news/novosti/2024-06-12/v-den-rossii-radiy-habirov-vruchil-pervye-pasporta-shkolnikam-bashkirii-3807462

 

Раҫҫей кунӗ Радий Хабиров Пушкӑрт шкул ачисене пӗрремӗш паспорт панӑ
Раҫҫей кунӗ Радий Хабиров Пушкӑрт шкул ачисене пӗрремӗш паспорт панӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: