Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
17 Июнӗн , 13:51

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ СВОра пуçне хунă ҫынсен ҫемйисемпе тӗл пулнă

Июнӗн 16-мӗшӗнче Радий Хабиров ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуçне хунă ҫынсен ҫемйисене пырса курнӑ.

ПР Пуҫлӑхӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Салават районне ĕçпе кайса килнӗ чухне Хабиров унта СВОна хутшӑннӑ ҫынсен ҫемйисемпе тĕл пулнă та ҫар ҫыннисен ашшӗ-амӑшӗсене, арӑмӗсене, ачисене чӗререн хурланнине пӗлтернӗ, вӗсене Шаймуратов генерал орденӗсене панӑ, вӗсенпе паттӑрлӑхпа çирĕплĕхшĕн вилнĕ хыççăн наградӑланӑ.
- Боецсем хӑйсен пурнӑҫне Тӑван çӗршывшӑн панӑ. Вӗсенчен кашниех хӑйӗн тивӗҫне вӗҫне ҫитичченех пурнӑҫланӑ. Вӗсем чӑн-чӑн геройсем, пирӗн пӗрлехи задача – вӗсем ҫинчен астăвăма упрасси, - тенӗ Радий Хабиров. – Эсир чӑн-чӑн арҫынсене, патриотсене, Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсене воспитани панӑ. Тавтапуҫ сире ҫакӑншӑн. Район администрацийӗн вӗсен ятне ӗмӗрлӗхех асра тытмалла, боецсен ашшӗ-амӑшне, вӗсен ҫемйисене, ачисене тӑрӑшуллӑ та тимлӗ пӑхмалла. Ятарлӑ ҫар операцийӗ пӗтсен, эпир Уфара  пуçне хунă хамӑрăн воинсене асӑнса мемориал вырнаҫтарӑпӑр.
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Республикӑри кардиоцентрта вилнӗ ҫынсен ашшӗ-амӑшӗсем валли сывлӑх тата реабилитаци программине туса хатӗрленине аса илтернӗ.
– Эсир хӑвӑра сыхлӑр, хӑвӑр сывлӑхӑршӑн тӑрӑшӑр. Сирӗнтен нумайӑшĕн мӑнуксене воспитани пама пулӑшмалла, - палӑртнă Радий Хабиров. – Пуçне хунă салтаксен ҫемйисене пулӑшасси – муниципалитетсен пуҫлӑхӗсен чи малтан тумалли задачи. Вӗсен яланах сирӗнпе ҫыхӑну тытмалла, мероприятисене чӗнмелле, кулленхи ыйтусене татса пама пулӑшмалла.
Сăнÿкерчĕкĕ: ПР Пуҫлӑхӗн пресс-служби.
 
Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ СВОра пуçне хунă ҫынсен ҫемйисемпе тӗл пулнă
Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ СВОра пуçне хунă ҫынсен ҫемйисемпе тӗл пулнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: