Çутă çул
+4 °С
Ҫумӑр
Статья
Кистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнăÇирĕклĕ клубӗнче ачасем сӗтелҫи вӑййисем вылянă
Пур хыпар та
10
Общество
18 Июнӗн 2024, 13:05

Ҫамрӑк ӑрушăн тӗслӗх

Ятарлă çар операцийĕ пуҫланнӑранпа Надежда айккинче юлман, мĕнпур пуçарусене хутшăннă: пурлӑхпа та, укҫа-тенкӗпе те нумай пулăшнă.

Ҫамрӑк ӑрушăн тӗслӗх
Ҫамрӑк ӑрушăн тӗслӗх

Малтанлӑха ҫак хӗрарăм ҫинчен ялта пурӑнакан ытти ҫынсем пекех тесе шухӑшлама пулать. Ку вӑл Алексеевкӑри Надежда Геннадиевна Данилова. Имшеркке, маттур, ҫамрӑк хӗрарӑм çурӑмĕ хыҫӗнче Раҫҫейри Сургут хулинчи УМВД 2-мĕш полици уйрăмĕнче дознаватель плса ӗҫленин пысӑк опычĕ. Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкултан вӗренсе тухсан, вăл хӗрарӑмшӑн ҫӑмӑл мар професси суйласа илнӗ. Хастарлăх, хӑюлӑх, паттӑрлӑх, ырӑ кӑмӑл, тӑрӑшулӑх, патриотлӑх тата юрату хӑйсен ӗҫне тунă. Надежда пӗчченех икӗ савнӑ хӗрне — Наташӑпа Верӑна — пӑхса ӳстерет, вӗсем кӑштах ӳснӗ ĕнтĕ, амӑшне пулӑшакан пулса тӑнӑ. Надя хулпуҫҫийӗ ҫине амӑшне пăхасси те тивнĕ, амӑшӗ, шел пулин те, чирлет, ӑна пӑхмалла. Анчах амӑшӗ уншӑн — пур пуҫарусенче те пӗрремӗш хавхалану. Клара Александровна амӑшӗ оптимистла пулӑшнипе ҫамрӑк хӗрарӑм ачасене апатлантарассине те, картишӗнчи выльӑх-чӗрлӗхе те, пысӑк пахчана та ҫӑмӑллӑнах пăхать, пур субботниксенче те, ачасен шкулӗнчи мӗнпур мероприятисенче те хӗрачасемпе хутшӑнма ӗлкӗрет. Надя хӑй автомобильпе çÿрет, ӑна валли ҫул кансӗрлĕх мар, кирек мӗнле хулана та вӑл малтан ҫулне пӗлмесӗрех тухса кайма пултарать.

Ятарлă çар операцийĕ пуҫланнӑранпа Надежда айккинче юлман, мĕнпур пуçарусене хутшăннă: пурлӑхпа та, укҫа-тенкӗпе те нумай пулăшнă. Хӑш-пӗр чухне вӑл боецсене пулӑшма пысăк сумма укҫа-тенкӗ куҫарать. Надя пек пулӑшакансем нумайрах хутшăнсан ҫеҫ ҫӗнтерӳ хӑвӑртрах килет. Надежда Геннадиевна — пирӗн ял мӑнаҫлӑхӗ! Вӑл полици майорӗ вӗт! Вӑл ҫамрӑк ӑрушӑн тӗслӗх! Надюша, мӗнле пур, ҫавӑн пек юл, сирӗн ҫемьене сывлӑх сунатӑп!

Елена АЛЕКСЕЕВА,

Алексеевка ялĕ.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Надежда Данилован архивĕнчен.

 

Ҫамрӑк ӑрушăн тӗслӗх
Ҫамрӑк ӑрушăн тӗслӗх
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: