#владимирпутин
Владимир Путин Мускав çывӑхӗнчи Солнечногорскри "Сенеж" управлени мастерскойӗнче "Геройсен вӑхӑчӗ" вӗренӳ программине хутшӑнакансемпе тĕл пулнă. Ку программӑна Раҫҫей Президенчӗ палӑртнӑ тата РАНХиГС патшалӑх управленийӗн Аслӑ шкулĕ пурнӑҫлать.
Программа тӗллевӗ — пысӑк квалификациллӗ, компетентлӑ управленецсене патшалӑх тата муниципалитет влаҫӗн органӗсенче малашне ӗҫлеме пултаракан ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннисемпе ветеранӗсенчен хатӗрлесси. 83 ҫынна пӗрремӗш юхӑмра вӗрентеҫҫӗ. Раҫҫей Президенчӗ палӑртнӑ тӑрӑх, пирӗн ҫӗршывра хӑйсене шеллемесӗр Тӑван ҫӗршыва служит тума, ӑна хӳтӗлеме тата аталантарма хăйсемшĕн решени йышӑннӑ ҫынсем яланах пулнӑ. Пушкӑртстанри 23 ҫын "Геройсен вӑхӑчӗ" программӑна кӗнӗ те ҫитес юхӑмсенче вӗренме хатӗрленеҫҫӗ.