Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
19 Июнӗн , 11:43

Ҫар присягине шанчăклă юлнă

Набережнăй ялĕнче Раççей интересӗсене хӳтӗлесе пурнӑçне панӑ рядовой Анвар Султановпа сывпуллашнă.

Ҫар присягине шанчăклă юлнă
Ҫар присягине шанчăклă юлнă

Набережнăй ялĕнче Раççей интересӗсене хӳтӗлесе пурнӑçне панӑ рядовой Анвар Султановпа сывпуллашнă.

Анвар Мухамадеевич Султанов 1959 ҫулхи декабрӗн 25-мӗшӗнче Набережнăй ялĕнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралнӑ. 1-мӗшĕнчен пусласа 8-мӗш класс таран Аитри вӑтам шкулта вӗреннӗ. 1976 ҫулта Узбек ССРти Чекмент облаҫӗнчи Белые воды ялти СПТУра вӗренсе тухнӑ. 1978 ҫулхи ноябрьте ăна Совет Ҫарне ҫар службине илнӗ. Служба хыҫҫӑн Архангельскри тинӗс ҫӳрев шкулӗнче икӗ ҫул вӗреннӗ. 1982 ҫултанпа вӑл тинӗс пӑраходствинче ӗҫленӗ. Нумай ҫулсем хушши шыв флотӗнче боцман пулса тăрăшнă.

2023 ҫулхи ноябрьте Раççей Оборони министерствипе контракт ҫине алӑ пуснӑ та ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ. СВОра вăл мотострелковӑй взвод наводчикӗ пулса ӗҫленӗ. 2023 ҫулхи декабрӗн 21-мӗшӗнче, Украина территорийӗнче ҫар присягине çирĕп юлса, çар заданине пурнӑҫласа пуçне хунă.

Анвар Султанов рядовойпа сывпуллашнӑ траурлӑ митинга РФ тата ПР Патшалӑх Гимнӗсемпе Пишпÿлек районӗн ҫар комиссарӗ Салават Абдуллин уҫнӑ. Унтан район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов траур церемонийӗнчи тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене, Анвар Султанова хӑйне шеллеменшӗн, ҫамрӑк каччӑсем хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр ҫӗршыв интересӗсене хӗҫпӑшал тытса хӳтӗленӗ чухне айккинче ларманшӑн чӗререн тав тунă. Анвар Мухамадеевич чӑн-чӑн герой пулнӑ! Вӑл хӑрушӑ сукмаксемпе хӑюллӑн утса пырса, пирӗн тӑван ҫӗршыва, пирӗн хаклӑ япаласене хӳтӗлеме кирек мӗнле чӗнӗве те хирӗҫ тӑма хатӗр. Унӑн паттӑрлӑхӗпе парӑнулăхĕ пирӗншӗн яланах тӗслӗх пулса тӑрӗ. Унтан геройӑн йӑмӑкне Римма Мухамадеевнана сӑмах панӑ, вăл пиччĕшĕ мӗнле ҫын пулни ҫинчен, пиччӗшӗпе виличчен мӗн ҫинчен калаҫни ҫинчен куҫҫуль юхтарса каласа панӑ.

Ял ҫыннисем, хӗрӳ точкӑсенчи ҫапӑҫусен ветеранӗсем, район администрацийӗн пуҫлӑхӗн заместителӗсем, военкоматпа шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсем, Аитри вӑтам шкулти юнармеецсемпе педагогсем, Аит мечĕтĕн мулли, Пишпÿлекри Культура керменӗнче ӗҫлекенсем — пурте  Анвар Султановăн ҫемйине тата ҫывӑх çыннисене  тарăн хурланнине палӑртнă. Вӗсем пурте ҫак кӑткӑс тапхӑрта вӗсене пулӑшма килнӗ. Героя ял масарне автоматсенчен виҫӗ хут салютпа чысласа пытарнă.

Владимир СМОЛОВ.

Сӑнӳкерчӗкӗсем: Владимир Смолов.

 

Ҫар присягине шанчăклă юлнă
Ҫар присягине шанчăклă юлнă
Ҫар присягине шанчăклă юлнă
Ҫар присягине шанчăклă юлнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: