Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
25 Июнӗн , 11:32

Тӑван çӗршыва хӳтӗлекен ывӑлӗпе мăнаçланать

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен хушшинче Танзиля Давлетгареевна Муфтахован ывӑлӗ те пур.

Тӑван çӗршыва хӳтӗлекен ывӑлӗпе мăнаçланать
Тӑван çӗршыва хӳтӗлекен ывӑлӗпе мăнаçланать

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен хушшинче Танзиля Давлетгареевна Муфтахован ывӑлӗ те пур. Вӑл сапер.

— Кунӗн-ҫӗрӗн ҫапӑҫусем хӑвӑртрах пӗтччӗр, арҫынсем пурте тӗрӗс-тӗкел таврӑнччӑр тесе кӗлтӑватӑп, — тет Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин амӑшӗ.

Танзиля Давлетгареевнан ывӑлӗ кӑҫал хӗрӗх ҫултан иртнӗ, вӗсенчен ҫирӗмӗшне контрактпа ӗҫлет. Сроклӑ ҫар служби иртнӗ ҫулсенче пирӗн ентеш Чечняри иккӗмӗш кампанине хутшӑннӑ, унтан Сирире тата ытти хӗрӳ вырăнсенче службӑра пулнӑ. Иттихатра ҫуралса ÿснĕ арçын СВО пуçланнăранпа неонацистсемпе кӗрешес ӗҫре малти линире тӑрать. Танзиля Муфтахован ывӑлӗн паттӑрлӑхӗпе çирĕплĕхĕ ҫинчен унӑн ашшӗ-амӑшӗн килӗнче сыхланса усракан нумай çар наградисем лайӑх калаҫҫӗ. Вӗсем хушшинче — За воинскую доблесть», «За ратную доблесть», «За боевые отличия», «За разминирование», «За участие в контртеррористической операции», «Без нас никто» тата ыттисем те.

Пӗчӗк тӑван ҫӗршыва кӗске вӑхӑтлӑха отпуска килнĕ вăхăтра опытлӑ боец, икӗ ача ашшӗ, тӑван ялта ытларах пулма, амӑшӗпе, тӑванӗсемпе, тусӗсемпе пӗрле пулма тӑрӑшать. Çар службине халалланӑ арҫынсен ҫемье валли вӑхӑт питӗ сахал юлать. Тӑван çӗршыва хӳтӗлесе хӑйсен амӑшӗсене, арӑмӗсене, ачисене, тӑван ялне тата хулана хӳтӗленине лайӑх ӑнланакан вӑйлӑ та хӑюллӑ арҫынсене ҫеҫ тивӗҫ.

Римма СУЛТАНОВА.

Сăнӳкерчӗкӗ: Фанура Фаррахова.

Тӑван çӗршыва хӳтӗлекен ывӑлӗпе мăнаçланать
Тӑван çӗршыва хӳтӗлекен ывӑлӗпе мăнаçланать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: