Çутă çул
+11 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общество
1 Июлӗн , 11:15

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Уфара Çамрӑксен кунне уявлама хутшӑннӑ

Июнӗн 30-мӗшӗнче Уфара Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров "Ватан" парк районӗнчи Шуратӑл хӗрринче иртнӗ Раҫҫей Çамрӑкӗсен кунне уявлама хутшӑннӑ.

Республика ертӳҫи ҫамрӑксен мероприятийӗн тематика площадкисене ҫитсе курнӑ. Сӑмахран, Радий Хабиров диджей пульчӗ умӗнче тӑнӑ, граффитипе картинӑсем ҫырма тата кыстыбый наци апачӗ хатӗрлекен мастер-класа хутшӑннӑ.

Регион пуҫлӑхӗ ҫамрӑксен уявӗн спорт зонисене пӑхса тухнӑ, хӑйӗн вӑйне керлингра тӗрӗслесе пӑхнӑ.

Радий Хабиров СВОна пулӑшу зонинче хӗҫпӑшал тата шырав отрячӗсен куравĕсене пӑхса тухнӑ, ҫавӑн пекех пирӗн боецсем валли маскировка сеткисем ҫыхакан волонтерсемпе те калаҫнӑ. Уявра вӗсем ҫамрӑксем валли мастер-классем ирттернĕ, каникул вӑхӑтӗнче ҫамрӑксем маскировка сеткисене çыхма явӑҫасса шанса.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков.

https://www.bashinform.ru/news/social/2024-06-30/glava-bashkirii-prinyal-uchastie-v-prazdnovanii-dnya-molodezhi-v-ufe-3829706

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Уфара Çамрӑксен кунне уявлама хутшӑннӑ
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Уфара Çамрӑксен кунне уявлама хутшӑннӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: