Июлӗн 1-мӗшӗнче пирӗн ҫӗршыв Çапӑҫусен ветеранӗсен кунне паллӑ тӑвать. Çак кун пирӗншӗн пуриншӗн те питӗ пӗлтерӗшлӗ. Халь, Раççей каллех хӑйӗн никама пӑхӑнманлӑхне хӳтӗленĕ вăхăтра, пирӗн ачасем хӗҫпӑшал тытса передовойра чухне, ҫак кун уйрӑм çивĕ пулса тӑрать.
Пишпÿлекре июлӗн 1-мӗшӗнче Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен паркӗнче митинг иртнӗ. Хӑйсен пурнӑҫӗн хакӗпе мӗн вӗҫне ҫитичченех присяга тата ҫар тивӗҫне парӑннӑ хамӑр ентешӗмӗрсене пурне те асӑнса тата виҫесӗр хисеплесе парнеленӗ. Вӗсен ячӗсем пирӗн чӗресенче ӗмӗрлӗхех юлаççĕ.
Митингра СВОна хутшăнакан боец ҫапӑҫу кунӗсем ҫинчен каласа панӑ, районти ҫынсене пулӑшнӑшӑн тав сӑмахӗ каланă.
Ҫавӑн пекех мероприятие Ҫурҫӗр Кавказра пуçне хунă гварди аслă лейтенантăн Игорь Николаевăн ашшӗ-амӑшӗ хутшӑннӑ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.