Çутă çул
+10 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
10 Июлӗн , 10:43

Пушкӑртстан çынни «Охотник» «Донбаса ирӗке кӑларнӑшӑн» медаль илнӗ

Альшей районӗнчи Чишма ялӗнчи спецоперацие хутшăнакан боеца «За освобождение Донбасса» медале тивӗҫнӗ.

Пушкӑртстан çынни «Охотник» «Донбаса ирӗке кӑларнӑшӑн» медаль илнӗ
Пушкӑртстан çынни «Охотник» «Донбаса ирӗке кӑларнӑшӑн» медаль илнӗ

Альшей районӗнчи Чишма ялӗнчи спецоперацие хутшăнакан боеца «За освобождение Донбасса» медале тивӗҫнӗ, муниципалитет пуҫлӑхӗ Дамир Мустафин сăмахĕсене тĕпе хурса пӗлтернӗ Пушкӑрт ЦУРĕ.

"Охотник" позывнойлă арҫын хӑюллӑ та татӑклӑ ӗҫсемшӗн, ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пурнӑҫшӑн хӑрушӑ условисенче тунӑ ӗҫсемшӗн награда илнӗ.

"Охотник" мобилизаци енӗпе службӑна кайнӑ та малтанхи кунсенчех Тӑван çӗршыва тӳрӗ кӑмӑлпа хӳтӗлекен шанчӑклӑ юлташ пек кӑтартнӑ", — тесе пӗлтернӗ Альшей район администрацийӗн ертӳҫи.

Маларах СВОна хутшӑнакана "За боевые отличия" медальпе паллӑ тунă.

Аса илтеретпӗр, республикӑра контрактниксене пӗр хутчен тӳлемелли виҫе 1 млн тенкӗ таран ӳснӗ.

https://www.bashinform.ru/news/svo/2024-07-09/ohotnik-iz-bashkirii-poluchil-medal-za-osvobozhdenie-donbassa-3841437

 

 

Эсир ҫар службине контрактпа кайма е доброволецсен отрядне ҫырӑнма — ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнма пултаратӑр. Ҫакна тума эсир военкомата пырса ҫар служби иртни ҫинчен е доброволецсен отрядне кӗме контракт тума хатӗрри ҫинчен пӗлтерме пултаратӑр. Военкомата кайма меллӗ вырӑн суйласа илĕр тата "Госуслуги" сервис урлă та çырăнма пулать.

Контракт тăвас ыйтусемпе республикӑра пурӑнакансем пӗрлехи справка номерӗпе 177, Лару-тӑру центрне 122 е 7 (347) 218-19-19, е "Манӑн документсем" МФЦ ҫывӑхри офисĕпе усӑ курма пултараҫҫӗ.

 

Пушкӑртстан çынни «Охотник» «Донбаса ирӗке кӑларнӑшӑн» медаль илнӗ
Пушкӑртстан çынни «Охотник» «Донбаса ирӗке кӑларнӑшӑн» медаль илнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: