Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
22 Июлӗн , 10:56

Пишпÿлек районӗнчи ял тăрăхĕсен пуҫлӑхӗсем "Геройсен ăмӑртӑвӗ" трасса тӑрӑх чупнӑ

Чишма районӗнче, Раҫҫей геройӗ Максим Серафимов ячӗллĕ "Патриот" ҫарпа патриотла паркра ял поселенийӗсен пуҫлӑхӗсен зона семинарӗ иртнӗ, унта пирӗн район делегацийӗ те хутшӑннă.

Семинара хутшӑнакансемпе Радий Хабиров тӗл пулнă. Регион пуҫлӑхӗ пӗлтӗр тăхăр зона семинарне ирттернине палӑртнӑ, вӗсен пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх 68 хушу панӑ, вӗсенчен пысӑк пайне ӗҫленӗ тата пурнӑҫланӑ. Кӑҫал тӗлпулу форматне улӑштарма тата "Патриот" парк территорийӗнче икӗ кун семинарӗсен циклне ирттерме йышӑну тунă.

Республика ертӳҫи паянхи тӗп тӗллев – ятарлӑ ҫар операцине пулӑшасси пулнине палӑртнă. Чи малтанах ку пирӗн боецсене пулӑшасси. Республика ку енӗпе нумайне тӑвать. Кашни муниципалитет пӗрлехи ӗҫе хӑйӗн тӳпине хывать. Паянхи куна республикӑран 129 гуманитари конвойӗ йӗркеленӗ тата янӑ. Ҫак грузсене районсемпе хуласем активлӑ хутшӑннипе йӗркелеҫҫӗ.

Радий Хабиров шучӗпе, иккӗмӗш пӗлтерӗшлӗ тӗллев, вырӑнсенчи социаллӑ пурнӑҫпа экономика лару-тӑрӑвне ҫирӗплетесси.

Радий Хабиров шучӗпе, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсен районсен пуҫлӑхӗсемпе пӗрле туризм отраслӗ ҫине уйрӑмах тимлӗ пӑхмалла. Нумай районӑн хӑйне евӗрлӗ территорисем, ҫутҫанталӑк, истори, культура палӑкӗсем пур.

Тӗлпулу вӑхӑтӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ ҫулсене юсасси, ҫӳп-ҫап, вӑрман касасси тата ытти ҫивӗч ыйтусене хуравланӑ.

Радий Хабиров тата ял тăрăхĕн пуҫлӑхӗсене, ултавлӑ схемӑсем ҫине ан лекчӗр тесе, яланах халӑхпа ӗҫлеме ыйтнӑ.

Семинар ӗҫне Пишпÿлек районӗн делегацийӗ те хутшӑннă. Пӗрремӗш кун хутшӑнакансем лекцисем, спикерсем обществӑпа политика аталанӑвӗн ыйтӑвӗсем тӑрӑх тухса каланине итленĕ, тренингсемпе сӳтсе явас ӗҫе хутшӑннă. Ҫав каҫах Раҫҫейри чи вӑрӑм трасса ҫинче "Геройсен ăмӑртӑвӗ" иртнӗ. Пишпÿлек районĕнчи ял тăрăхĕсен пуҫлӑхӗсем шыв чӑрмавӗсене, ҫӳллӗ стенасене, тайлӑк хӳмесене, канатсене, траншейӑсене тата ытти чӑрмавсене ӑнӑҫлӑ ҫӗнтернĕ. Вӗсем хӑйсен вӑй-халне тӗрӗслеме тата лидер пахалӑхӗсене кӑтартма пултарнӑ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

https://vk.com/officialbiz

Автор:Марина Иванова
Читайте нас: