Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
23 Июлӗн , 12:25

Пушкӑртра "Атайсал" проекта хутшӑннӑ ҫын СВОна хутшăнакан воинсем валли гуманитари çăкӗ йӗркеленӗ

Аскин районӗнчи предприниматель Эдуард Тимергалин тимĕрçĕ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли гуманитари çăкӗ хатӗрлет.

Пушкӑртра "Атайсал" проекта хутшӑннӑ ҫын СВОна хутшăнакан воинсем валли гуманитари çăкӗ йӗркеленӗ
Пушкӑртра "Атайсал" проекта хутшӑннӑ ҫын СВОна хутшăнакан воинсем валли гуманитари çăкӗ йӗркеленӗ

Аскин районӗнчи предприниматель, Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров пуҫарнӑ "Атайсал" проекта хастар хутшӑннӑскер, Эдуард Тимергалин тимĕрçĕ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли гуманитари çăкӗ хатӗрлет.

Зонӑра Эдуард Тимергалинӑн пиччӗшӗ ӗҫлет. Ӑна активист пилĕк алăклă "Нива" тата запас кустӑрмасем ярса парать, Аскино ялӗнче пурӑнакансем машина валли запас пайсем хатӗрлеҫҫӗ. Унта тата Эдуард Тимергалин ентешӗсем панӑ Пушкӑрт воинӗсем валли кирлӗ ытти япаласене те тиĕç. Ял ҫыннисем шӑратса сыпмалли хатӗрсем, подшлемниксем, газ баллонӗсемпе плиткӑсем, госпиталь валли япаласем, медикаментсем хатӗрленĕ.

Муниципалитет администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, гуманитари пулӑшӑвӗ малалла тӑсӑлать.

Сӑнӳкерчӗкĕ: Аскин район администрацийӗн telegram-каналӗ.

https://www.bashinform.ru/news/svo/2024-07-23/uchastnik-proekta-ataysal-bashkirii-sformiroval-gumanitarnyy-gruz-dlya-voinov-svo-3858504

 

Пушкӑртра "Атайсал" проекта хутшӑннӑ ҫын СВОна хутшăнакан воинсем валли гуманитари çăкӗ йӗркеленӗ
Пушкӑртра "Атайсал" проекта хутшӑннӑ ҫын СВОна хутшăнакан воинсем валли гуманитари çăкӗ йӗркеленӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: