2024 ҫулхи июлӗн 24-мӗшӗнче Пишпÿлек районӗнчи ЗАГС уйрӑмĕ пӗр харӑс икӗ мӑшӑр регистрациленӗ. Икӗ каччи те ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем. Мӑшӑрсем кӗске вӑхӑтлӑха отпуск панӑ май мӑшӑрланӑва васкавлӑ регистрацилемелли правӑпа усӑ курнӑ. Район администрацийӗн ячӗпе ҫамрӑксене ӗҫсен управляющийӗ Алексей Макаров саламланӑ.
Хӗрсенчен пӗри хӑйӗн телейлӗ историне каласа панă.
- Эпир социаллӑ сетьсем урлӑ паллашрӑмӑр, нумай вӑхӑт хушши хутшӑнтӑмӑр, пӗр-пӗрне тӳрех килӗшрӗмӗр. Ман упӑшка ятарлӑ ҫар операцийӗн малтанхи кунӗсенчен пуҫласах малти линире тӑрать. Отпуск вӑхӑтĕнче, вӑл çĕрĕсем илчĕ, ашшӗ-амӑшӗпе паллаштарчӗ. Эпӗ телейлӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.