Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннине ҫирӗплетекен кирек мӗнле документ та пулсан "Уфа" аэропортра бизнес-класӑн, Drop-off стойкисем ҫинче, е конкретлӑ рейссене черетсӗр уйӑрнӑ тӗп стойкӑсем ҫинче регистрацилеме май пур. Ҫавӑн пекех вӗҫев тӗрӗслевне приоритетлӑ йӗркепе иртме пулать. Кун ҫинчен июлӗн 30-мӗшӗнче тĕп хулари авиаузел пресс-службинче пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр, кӑҫалхи июлӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хушнипе Пушкӑрт Республикинче контрактниксене пӗр вӑхӑтра тӳлемелли укçа виҫи ӳснӗ. Республикӑра пурӑнакансем, РФ Оборона министерствипе ятарлӑ ҫар операцийӗ ирттермелли зонӑра контракт алӑ пуснӑ май, пӗр вӑхӑтрах 505 пин тенкӗ илеҫҫӗ. РФ Оборона министерствипе муниципалитетсен тӳлевӗсемпе пӗрле контракт тунӑ чухне тӳлев 1 млн тенкӗпе танлашма пултарать.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Ксения Калинина
Эсир ҫар службине контрактпа кайма е доброволецсен отрядне ҫырӑнма - ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнма пултаратӑр. Ҫакна тума эсир военкомата пырса ҫар служби иртни ҫинчен е доброволецсен отрядне кӗме контракт тума хатӗрри ҫинчен пӗлтерме пултаратӑр. Военкомата кайма меллӗ вырӑн суйласа илĕр тата "Госуслуги" сервис урлă та çырăнма пулать.
Контракт тăвас ыйтусемпе республикӑра пурӑнакансем пӗрлехи справка номерӗпе 177, Лару-тӑру центрне 122 е 7 (347) 218-19-19, е "Манӑн документсем" МФЦ ҫывӑхри офисĕпе усӑ курма пултараҫҫӗ.