Валентина Леонтьева Михайловкӑри Культура çуртӗнче маскировка сеткисем явас ӗҫе хастар хутшӑнать.
Ăхпуçĕнчи Валентина Леонтьева хӑйӗн хӗрарӑм чунӗпе палӑрса тӑрать. Вӑл хӑйӗн сӑмахӗпе, хӑйӗн юратӑвӗпе сыватма пултарать пулӗ тетӗп. Валентина Александровна хӑйӗн хӗрӗпе упӑшкине уйрӑмах сисӗмлӗ туять. Шел пулин те, нумай вӑхӑт хушши чирленине пула ывӑлне ҫамрӑклах ҫухатнӑ. Валентина ырӑ кӑмӑллӑ тимлӗ хӗрарӑм, пурнӑҫра хӑйӗн хаклӑхӗсене пӗлет. Валентина упӑшки Николай инсульт тӳссе ирттернӗ, ҫавӑнпа ӑна икӗ хут йывӑртарах, вӑл калаҫмасть, анчах вӗсем пурне те пӗрле килте тӑваҫҫӗ. Сӑмах май, ку ҫурта кӑтартуллӑ теме пулать, унта таса, хӑтлӑ, тӑкӑрлӑкран пуҫласа шутсӑр нумай чечек ÿсет. Пӗтӗм тĕнчене ырӑ шӑршӑ сарать. Леонтьевсем ҫуркуннерен пуҫласа кӗркуннеччен ҫывӑхри ҫӑлкуҫсене пӑхаççĕ, Валентинан ҫӑмӑл аллипе унта та чечексем ӳсеҫҫӗ, упӑшки курӑка çулса тасатса тăрать. Хӗлле валли мӗн чухлӗ хатӗрлев тăвать Валентина: хӑйне те, Краснодарта пурӑнакан хӗрне те ҫитет. Валентина маскировка сеткисем ҫыхмалли пункта та кучченеҫсем ялан илсе килет.
Михайловкăри Культура çуртӗнче маскировка сеткисем тума пуҫланӑранпа Валентина унта хастар хутшӑнать. Ҫула май транспорт ҫук пулсан, ҫуран килет. Яланах укçа-тенкĕпе пулӑшать, нускисем те, эмелсем те пĕрре мар ӑсатнă. Вăл алăçне юратать. Хӑйӗн ӗҫченлĕхĕшĕн, обществӑлла хастар пурнӑҫшӑн тата ҫӗршыври нушасене сÿрĕк кӑмӑллă хăварманшӑн Валентинӑна Михайловка ял совечӗн пуçлăхĕ Сергей Никитин тав ҫырӑвӗсемпе паллӑ тунӑ.
— Ман пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче волонтерсен ҫакӑн пек туслӑ ҫемйи тӗл пулнӑшӑн эпӗ телейлӗ, унта хама хамăн вырӑнти пек туятӑп, ку вара ытти йывӑрлӑхсене те ҫӗнтерме пулăшать. Сеткă ҫыхмалли пунктра тӗл пулмассерен ҫурӑм хыҫӗнче ҫунатсем ӳссе пынине туятӑп, - тет Валентина Александровна.
Эпӗ сире пӑхса савӑнатӑп, волонтерсем,
Пурсӑмӑр та пӗрле кирек мӗнле тусене те парăнтаратпӑр.
Эпир Раççей ҫыннисем, ҫӗршыв хӗрӗсем.
Наталья ПРОКОПЬЕВА,
Михайловка ялĕ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Валентина Леонтьеван архивӗнчен.