"Атайсал - малая родина" проект Иттихатра ҫуралса ӳснӗ Фаниль Тагирович Хуснутдиновшăн тахҫанах çывăх пулса тăнă.
Пушкӑрт Республикин Пуҫлӑхӗ пуҫарнӑ "Атайсал" проекта пурнӑҫланине пула Пишпÿлек районӗнче кирлӗ те ырӑ ӗҫсем нумай тунӑ. Ялсенчен тухнă ăнăçлă çынсем хӑйсен ентешӗсене, хӑйсен пӗчӗк тӑван ҫӗршывне пулӑшаҫҫӗ, пуҫарусемпе тата пысӑк пӗлтерӗшлӗ проект тӑвакансем пулса тӑраҫҫӗ.
Иттихатра ҫуралса ӳснӗ Фаниль Тагирович Хуснутдинов тахҫанах Уфара пурӑнать, анчах тӑван ҫӗршывпа яланах ҫыхӑну тытать. 20 ҫул ытла тӑтӑшах Усак-Кичупа Иттихат ялĕсене хӑтлӑх кӗртес ӗҫре спонсор пулӑшӑвӗ парать. 2017 ҫулта социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетнӗшӗн тата районти обществӑлла пурнӑҫа хастар хутшӑннӑшӑн Фаниль Тагирович "Пишпÿлек районӗнчи хисеплӗ гражданинĕ" ята тивӗҫнӗ.
Фаниль Тагирович палӑртнӑ тӑрӑх, иттихатсем — пӗр пысӑк та туслӑ ҫемье.
— Пурне те пӗрле туни килӗшет. Пирӗн тӑван ял ырлӑхӗшӗн кашни ырӑ ӗҫрех унӑн кашни ҫыннин тӳпи пур. Ҫынсем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса тӑнине тата хальхи нушасене ӑнланнине пула нумай ӗҫ тунӑ. Ҫынсем пӗр-пӗринпе хутшӑнни, паркра, мечĕтре пӗрле пухӑнни мана килӗшет. Пирӗн вӑй пӗрлӗхре, эпир пурне те пӗрле ҫӗнтеретпӗр. Хамӑр хыҫҫӑн ырӑ ӗҫсем тата лайӑх астăвăм хӑварӑпӑр, - пӗлтернӗ "Атайсал" проекта хутшӑннӑ Фаниль Хуснутдинов.
Сӑмахран, "Атайсал" проект шайӗнче благотворитель Усак-Кичури вӑтам шкул тӑррине юсама 1,5 млн тенкӗ панӑ. Унӑн ҫӗр ҫулхи юбилейӗ тӗлне "Тĕлĕнмелле шкул ҫулӗсем" кӗнеке кӑларнӑ. Кунсӑр пуҫне вӑл вӗренӳ отличникӗсене, олимпиадӑсен ҫӗнтерӳҫисене, спортсменсене, хӑйӗн амӑшӗ Минисылу Хуснутдинова ячӗллĕ грант йӗркелесе пулӑшать. Фаниль Тагирович пулӑшнипе таврапĕлÿ музейне юсаса ҫӗнетнӗ, хоккей курупки тунӑ, медпунктпа мечĕт ҫурчӗсене юсанӑ. Иттихатра масара хӑтлӑлатнă. Фаниль Тагирович кашни ҫул "Сэгать бэйрэмэ" праҫник кунӗнче финанс пулӑшӑвӗ парать. "В краю праздника "часов" кӗнеке пичетленсе тухнӑ, унта ял тӑрӑх территорийӗнче вырнаҫнӑ ҫичӗ халӑх пункчӗ, тӑван ен ырлӑхӗшӗн тӑрӑшакан темиҫе ӑру, хăй уяв ҫинчен ҫырнӑ. Хуснутдиновсен ҫемйи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ҫулӗсенче пуçне хунă ҫынсен обелискне Иттихатра уҫас пуҫарупа тухнӑ.
— Фаниль Тагирович яланах Иттихат ялӗн пурнӑҫӗпе пурӑнать. Тӑван ял, Хуснутдиновсен ашшӗ-амӑшӗ ҫурчӗ ҫӗр ҫинчи чи хаклӑ кӗтес пулса юлать, - педагогика ӗҫӗн ветеранӗ, Иттихат ялӗнчи активистка Фанура Рашитовна Фаррахова каласа парать. — Вӑл спонсорла пулӑшнипе 2016 ҫулта фельдшерпа акушер пункчӗн ҫуртне юсанӑ. Вӑл ял урамӗсене асфальт сарма та пулӑшнӑ. 2019 ҫулта унӑн сӗнӗвӗпе тата финанс пулӑшӑвӗпе "Тукан ягым Иттихат" ялӑн 90 ҫул тултарнӑ ятпа кӗнеке пичетленсе тухнӑ. 2020 ҫулта Фаниль Тагировичпа унӑн тӑванӗн хӗрӗ Гузель Раисовна хастар хутшӑнса "Карагатлы елга" ҫӑлкуҫне хӑтлӑлатнӑ, ял ҫыннисем валли кану зонине тунӑ. Шӑпах вӑл пуҫарнипе районта чи малтан парка хӑтлӑлатрӑмӑр. 2022 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче парк территорийӗнче Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫулӗсенче пуçне хунă иттихатсен обелискне уҫнӑ чаплӑ мероприяти пулса иртрӗ. Халӗ ял ҫыннисем пурте, ваттисем те, кӗҫӗннисем те кунта ҫӗнтерӳ туптанӑ тӑванӗсене асӑнма килеҫҫӗ, майӑн 9-мӗшӗнче кунта чаплӑ митинг иртет. Педагогпа наставник ҫулӗнче, яланхи меценат пулӑшнипе, педагогика ӗҫӗн ветеранӗсемпе тӗл пултӑмӑр, вӗсем валли ФанильТагирович парнесем хатӗрлерӗ. 2023 ҫулхи октябрь вӗҫӗнче пулса иртнӗ "Минсылу" мечĕте уҫни ялшӑн чи пысӑк историллӗ событи пулса тӑчӗ. Парк территорийӗнче ансамбль — парк, обелиск тата мечĕт — Иттихатӑн чӑн-чӑн чӗри пулса тӑчӗç. Пур ҫӗрте те курма ҫук илем пулса тӑчӗ, вырӑнти ҫынсемшӗн те, хӑнасемшӗн те юратнӑ вырӑн пулчӗ. Ял ҫынниех ҫак ырӑ ӗҫе хӑйӗн пултарулӑхне кӗртнӗ. Кунта яланах халӑх нумай. Аслисем ачасене пӗрлехи ӗҫ ҫимӗҫӗсене тирпейлӗ тыткалама вӗрентеҫҫӗ. Мӗнпур мероприятисем пирӗн ҫак юратнӑ вырӑнта иртеҫҫӗ. Нумаях пулмасть, кӑҫалхи июнӗн 16-мӗшӗнче, эпир ялӑн 95 ҫулхи юбилейне паллӑ турӑмӑр. Кӑҫал ҫулла эпир тата тепӗр ыйтӑва татса пама пултартӑмӑр - кивӗ шыв пăрăхне улӑштартӑмӑр. Материалсене вӑхӑтра илсе ҫитерме Фаниль Тагирович тивӗҫтерчӗ. Ял ҫыннисен ятĕнчен
ӑна чĕререн тав тӑватӑп.
Кӗҫӗн тӑван ҫӗршывпа пур енлӗ ҫыхӑну тытни Иттихат ҫыннисене тата унтан тухакансене хальхи нумай ыйтусене татса пама пулӑшать. Хӑйсен тӗслӗхӗпе вӗсем ачисемпе мӑнукӗсене ӗҫе юратма, хӑйсен пӗчӗк тӑван ҫӗршывне юратма вӗрентеҫҫӗ.
Ирина ФОМИНА.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Фаниль Хуснутдиновăн архивӗнчен.
Хушса хуни:
2021 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа "Атайсал" проекта пурнӑҫлама пуҫланӑранпа хальхи вӑхӑтра унта хутшӑнакансем 5600 ытла ҫын пулса тӑнӑ, 26 857 проекта пурнӑҫа кӗртме май килнӗ. Туса пӗтернӗ проектсене пурнӑҫлама палӑртнӑ пӗтӗмӗшле сумма 1,4 миллиард тенке яхӑн пулнӑ.