Прохорова Лира Алексеевна каласа панинчен
"Эпӗ Пăслăк ялӗнчи чи илемлӗ, тӗлӗнмелле вырӑнта Алексей аттепе Анастасия анне Васильевсен нумай ачаллӑ пысӑк ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ.
Аттен аллисем ылтӑнччĕ. Вӑл илемлӗ чертит тăватчĕ, ӳкеретчĕ, ҫурт валли пурне те ӑсталатчĕ. Вӑл пире валли теттесем, пайсем, пеналсем тунине сӑнама мана килӗшетчӗ. Анне вара, пушӑ вӑхӑт тупса, яланах тӗрӗ, макраме тата вӗтӗ шӑрҫапа аппаланатчӗ. Вӗтӗ шӑрҫаран чӑваш тумĕсем: тухъя, хушпу, масмак тăватчĕ. Ҫак интереслӗ ӗҫ мана хавхалантарса ячӗ. Пурнӑҫра шӑрҫапа ӗҫлени манӑн хобби пулса тӑчӗ.
Вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Костромари текстиль техникумне вӗренме кӗтӗм, бухгалтер профессине алла илтӗм. Тепӗр ҫултан шкул тенкелĕнченех туслӑ пурӑнакан шанчӑклӑ, ырӑ, ӗҫчен Александра качча тухрăм. Ҫемьеллӗ пурнӑҫа эпир Тюмень хулинче Ҫурҫӗрте пуҫларӑмӑр. Пирӗн хӗрӗмӗрсем - Анастасияпа Евгения - ӳссе ҫитрӗҫ. Эпир упӑшкапа ачасен пурнӑҫне хастар хутшӑнма тӑрӑшрӑмӑр: шкулти мероприятисене яланах хутшӑнаттӑмӑр, вӗсене пултарулӑхпа спорт хавхаланӑвӗсенче пулӑшаттӑмӑр. Пирӗн енчен пысӑк пулӑшу тата юрату хӑйсен ҫимӗҫне пачӗҫ. Хӗрачасем иккӗшӗ те аслӑ пӗлӳ илчӗҫ: пӗри фармацевт провизор профессине, кӗҫӗнни - инженер профессине илчӗ. Пирӗн юратнӑ ачасем пурнӑҫра хӑйсен ҫулне тупрĕç. Вӗсене вырнаҫтарнӑ, ҫителӗклӗ, хӑйсен ҫемйисемпе уйрӑм пурӑнаҫҫӗ, ачисене воспитани параҫҫӗ.
Тюменьте пурӑннӑ чухне эпӗ хулари Строительсен Культура керменĕнче культура пайӗн начальникӗ пулса ӗҫлерӗм: чӑвашсен культурипе искусствине, наци йӑли-йӗркисене тата ӑсталӑхне тухӑҫлӑ аталантарма, наци ҫыхӑнӑвӗсене ҫирӗплетме пулӑшас, хăй пултарулӑхӗпе аппалантӑм.
Пушкӑртран инҫетре эпир тӑван ҫӗршыва, атте-аннене, ҫывӑх ҫынсене питӗ тунсӑхлаттӑмӑр, çавăнпа иксӗмӗр те Пăслăка таврӑнма шут тытрӑмӑр. Хамӑр уйрӑм ҫурт ҫинчен ӗмӗтленни часах пурнӑҫа кӗчӗ, эпир "Прохоровсен" йӑвине ҫавӑртӑмӑр. Выльӑх-чӗрлӗх, хурт-хӑмӑр туянтăмăр, ҫурт территорине тирпейлерĕмĕр. Сад, пахча ҫемьене лайӑх тупӑш кӳрет.
Час-часах юратнӑ мӑнуксем килеҫҫӗ, ачасем кил-ҫуртра, хуҫалӑхра пулӑшаҫҫӗ. Эпӗ хамӑн юратнӑ хоббие пӑрахмастӑп, ӑна ачаранпах юратса ӳстернӗ. Пушӑ вӑхӑтра, уйрӑмах хӗлле, эпӗ ҫак интереслӗ ӗҫпе киленетӗп. Ман ҫитӗннӗ хӗрсене шӑрҫаран явнӑ тухъя пуҫ тум парнелерӗм. Хамӑн чечек композицийӗсене эпӗ хамӑн туссене, ачасене, тӑвансене, ҫывӑх ҫынсене парнелеме юрататӑп. Ман ӗҫсене час-часах ялти Культура çуртĕнчи, районти Культура керменĕнчи мероприятийӗсенче курма тӑратаҫҫӗ.
Эпӗ яланах патриот пулнӑ: Тӑван çӗршыва юратнӑ, геройсем ҫинчен кӗнекесем вуланӑ, асаттесене сума суса пурӑннӑ.
Мӗнле пулӑшас мар-ха манӑн халӗ хамӑн Тӑван çӗршыва, хамӑра хӳтӗлекенсене пӗтӗм ҫӗршыва кирлӗ вӑхӑтра? Эпӗ пӗр кун та сеткăсем явнӑ ҫӗртен юлмасса тăрăшатăп, хамӑр боецсене передовойра тытса тӑма тӑрӑшатӑп».
Ҫак йӑл кулакан, илемлӗ, яланах позитивлӑ, хаваслӑ, уҫӑ кӑмӑллӑ хӗрарӑм пире иртенпех хӑйӗн энергийӗпе авӑрлать. Унпа ывӑннине те, кичемлӗхе те пӗлместӗн, мӗншӗн тесен вӑл шӳт тӑвать, пулӑшать, сеткă мĕнле явмаллине кӑтартса парать, сеткăсем ҫинче утравсем ҫавӑрмалли ҫӗнӗ меслетсем шухӑшласа кӑларать. Вӑл, маскировка сеткисем явакан пунктран икӗ километрта пурӑнать пулин те, ӗҫе чупнӑ пек, гуманитари тата финанс пулӑшӑвӗ пухнӑ чухне яланах малти ретре тӑрать. Лира Алексеевна ушкӑнра чи малтан госпиталь валли минтерсем, "шӑмӑсем", "ункӑсем" тума вӗренчӗ. Вӑл хӑйӗн утарӗнчен пухнă пылне темиҫе хутчен те фронта ӑсатнӑ.
Ӑна час-часах ялти Культура çурчĕн сцени ҫинче курма пулать. Вӑл юрлать, ташлать, сценкӑсенче вылять.
Талантлӑ ҫын пур ӗҫре те талантлӑ..
Лира Алексеевна ҫинчен хӑюллӑнах калама пулать: активистка, патриотка, алӗҫ ӑсти, артистка тата питӗ лайӑх хӗрарӑм.
Хаклӑ ҫыннӑм, тавах эсир пирӗнпе юнашар пирӗн ырӑ ӗҫре - фронта пулӑшнӑшӑн.
Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсене ырă-сывă киле таврӑнма.
Валентина МИТРОФАНОВА
Пăслăк ялĕ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Лира Прохорован архивӗнчен.