Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
5 Августӑн , 12:15

Çĕнĕ Биктяшра çамрăк маскировка сетка явакансен конкурсĕ иртнĕ

Хамăрăннисене пăрахмастпăр.

Çĕнĕ Биктяшра çамрăк маскировка сетка явакансен конкурсĕ иртнĕ
Çĕнĕ Биктяшра çамрăк маскировка сетка явакансен конкурсĕ иртнĕ

Çĕнĕ Биктяш ялӗнче маскировка сеткине чи хӑвӑрт явакансен конкурсĕ иртнĕ, конкурса хутшӑнакансем, чи хастар шкул вӗренекенĕсем пулнă. Алмаз Каюмов 3-мĕш класс пӗтернӗ. Ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче те хӑйӗн юратнӑ ӗҫне ирттерсе ярасшӑн мар вӑл, аллисем ҫав тери хăвăрт ĕçлеççĕ, куҫӗсем те унӑн ӗҫне асӑрхаса ĕлкĕреймеççĕ. Тепӗр хутшăнакан Булат Каюмов 6-мĕш класс, вӑл хӑҫан çÿрес тет, çавăн чухне çÿрет, питĕ хӑвӑрт, хастар. Камалия Галеева конкурса хутшӑннă тепӗр ача, вӑл хӑна, хăнана килсен явма çÿрет, сеткă явассине кӑмӑллӑ та питӗ яваплӑ пӑхать. Конкурсăн ҫӗнтерӳҫи Алмаз Каюмов пулса тӑнă, иккӗмӗш вырӑна Камалияпа Булат пайланă. Тавтапуҫ Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулта вӗренекенсене. Вӗсене сывлӑх, лайӑх вӗренӳ сунатпăр, пирӗн ҫӗршывӑн пулас патриочӗсем ÿсеççĕ тесе савăнатпăр.

 

Сăнÿкерчĕкĕ: "Все для фронта — Бижбуляк" волонтерсен ушкăнĕн социаллӑ сетьри страницинчен.

 

Çĕнĕ Биктяшра çамрăк маскировка сетка явакансен конкурсĕ иртнĕ
Çĕнĕ Биктяшра çамрăк маскировка сетка явакансен конкурсĕ иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: