Кашниех пулӑшма пултарать — кӑмӑл кӑна пултӑр. «Эпӗ ҫавӑн пек воспитани илнӗ пулӗ, яланах ырӑ тума тӑрӑшатӑп. Ку лару-тӑрура кирлӗ ҫынсене пӑрахма юрамасть. Пирӗн боецсем ятарлă çар операцийĕ иртекен зонӑра. Пирӗн вӗсене мӗнпе пулӑшма пултаратпӑр, çавăнпа пулăшмалла, эпӗ хурӑн милӗкӗсем, хамӑр уйри тутлӑ шӑршӑллӑ курӑксем хушса, ҫыхрӑм, ан тив, салтаксем милĕкпе çапăнччăр, хӑйсене сыхлаччӑр, вӗсене пурне те кӗтеççĕ, киле хӑвӑртрах таврӑнччӑр».
Юрий Марков тата ятарлă çар операцийĕ иртекен зонăна яма икӗ литр банкипе варени илсе килсе панă.
Сÿрĕк мар пулнăшăн, ырӑ тӑвас килнӗшӗн тавтапуҫ. Сывлӑх тата ырлӑх сире.
#Своихнебросаем
Сăнÿкерчĕкĕсем: Михайловкăри Культура çурчĕн социаллă сетьри страницинчен.