Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
8 Августӑн , 10:26

Юратакан тата кӗтекен ҫӗре туртать

Иккӗмӗш степеньлĕ "Ҫар паттӑрлӑхӗшӗн" медальпе наградӑланӑ "Султан" позывнойлă ятарлă çар операцине хутшӑнакан ҫемйипе черетлӗ отпуск ирттерет.

Юратакан тата кӗтекен ҫӗре туртать
Юратакан тата кӗтекен ҫӗре туртать
Иккӗмӗш степеньлĕ "Ҫар паттӑрлӑхӗшӗн" медальпе наградӑланӑ "Султан" позывнойлă ятарлă çар операцине хутшӑнакан ҫемйипе черетлӗ отпуск ирттерет.
— Пирӗн командовани хӑйӗн ҫар служащийӗсене палӑртнӑ çар задачисене тӳрӗ кӑмӑлтан пурнӑҫланӑшӑн тата тӑшманӑн оборона вӑйӗсемпе перӗнес енӗпе локаллӑ тытӑҫусене ӑнӑҫлӑ ирттернĕшӗн яланах хавхалантарма тӑрӑшать, - тет вӑтӑр сакӑр ҫулхи отпускник. — Апла пулсан, эпӗ рота командирӗнчен хамӑн пӗчӗк тӑван ҫӗршыва кӗске вӑхӑтлӑха отпуск пама ыйтатӑп. Вӑл нихăçан та хирӗҫлемест. Эпӗ ӗнтӗ виҫҫӗмӗш хут тӑван Пишпÿлеке отпуска килетĕп. Тӳррипе калатӑп: киле, юратакансемпе кӗтекен ҫӗре, туртать.
Пишпÿлекри 2-мĕш вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, Пишпÿлекри ПУ-149 водительпе сварщик профессийӗ илнӗ хыҫҫӑн, "Султан" позывнойлă боец çурҫӗрте ӗҫленĕ. 2023 ҫулхи июньте вара Башвоенкомат урлӑ ҫулталӑка контракт тунӑ. Самара облаҫӗнчи Рощенскийĕнче ҫамрӑк боец курсне иртнӗ.
— 2023 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пирӗн Пушкӑртстан Республикинчи контрактниксенчен кӑна тăракан çар задачине пурнӑҫлама тытӑнтăм, - малалла калать боец. — Ӑшӑтнӑ блиндажсенче пурӑнатпӑр, апат-ҫимӗҫ тата ҫар тивӗҫтерӗвӗ лайӑх шайра. Тӑвансемпе тата ҫывӑх ҫынсемпе тӑтӑшах карас ҫыхӑнӑвӗпе калаçатпăр. Эпӗ таврӑнасса килте юратнӑ мӑшӑр Эльвирапа Малика хӗр кӗтеҫҫӗ. Ҫӗнтерӳ пирте пулать, вара эпир çемьепе пӗрле пулӑпӑр.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.
 
Контракт тăвас ыйтусемпе республикӑра пурӑнакансем пӗрлехи справка номерӗпе 177, Лару-тӑру центрне 122 е 7 (347) 218-19-19 шăнкăравлама, е "Манӑн документсем" МФЦ ҫывӑхри офисĕпе усӑ курма пултараҫҫӗ.
Контракт тунӑ чухне пӗр хутчен миллион тенкӗ ытла тӳлеççĕ.
 
Юратакан тата кӗтекен ҫӗре туртать
Юратакан тата кӗтекен ҫӗре туртать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: