Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Статья
Кистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклăÇирĕклĕ клубӗнче паттӑрлӑх урокӗ иртнĕ Пушкӑртри пилотсӑр авиасистемăсен тӗрӗслев центрӗ аккредитаци иртнӗЗастройщикам рассказали об изменениях законодательства в сфере строительстваПродлён приём заявок на конкурс «Лучшие товары Башкортостана»Михайловкăри вăтам шкулта "Зарница" ҫарпа спорт вӑййи иртнĕРайонти ача-пӑча библиотекинче Ача-пӑча тата ҫамрӑксен кӗнеке эрни пуçланнăÇирĕклĕ клубӗнче ачасем сӗтелҫи вӑййисем вылянă
Пур хыпар та
10
Общество
9 Августӑн 2024, 09:11

Кистенлĕпуç волонтерĕ Алефтина Мордвинова ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшать

Паян пурин те пӗр пысӑк та туслӑ команда пулмалла.

Кистенлĕпуç волонтерĕ Алефтина Мордвинова ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшать
Кистенлĕпуç волонтерĕ Алефтина Мордвинова ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшать
Паян пурин те пӗр пысӑк та туслӑ команда пулмалла.
Ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшма, паян пурин те пӗр пысӑк та туслӑ команда пулмалла. Кистенлĕпуç ялĕнчи массеткă явакан пунктра маскировка сеткисене тата гуманитари пулӑшӑвне пухас ӗҫ малалла пырать. Алӑсем мӗн чухлӗ нумайрах, ӗҫ ҫавӑн чухлӗ хӑвӑртрах пырать. Мордвинова Алефтина Анатольевна - пирӗн командӑн активлӑ членӗсенчен пӗри. Вăл Кистенлĕпуç ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Михайловкăри вӑтам шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ҫамрӑк хӗр Уфари 1-мĕш педучилищинче вӗреннӗ. Пуҫламӑш классен учителĕ специальноҫӗпе диплом илнĕ. Клубри ташӑ каҫӗсенчен пӗринче отпуска килнĕ ҫар ҫыннине, Константина тӗл пулнă. Качча тухнă, мӑшӑрӗпе пӗрле инҫетри Прибалтикӑна тухса кайнă. Ывӑлĕсене, Эдуардпа Василие ҫитӗнтернӗ. Константин Васильевич отставка тухнă хыҫҫӑн Уфа хулинче пурӑннӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан вара тӑван яла таврӑннă. Ашшӗ-амӑшӗн ҫуртне пур енчен те меллӗ туса лартнӑ. Пахчаҫимӗҫ, чечексем, ҫимӗҫ йывӑҫҫисем ҫитӗнтереҫҫӗ. Алефтина Анатольевна уҫӑ кӑмӑллӑ, хаваслӑ, яваплӑ хӗрарӑм, пурнӑҫшӑн тӗлӗнме, савӑнма тата хӑй ҫине кулса пӑхма пӗлет. Хӗрарӑмран мӗншӗн волонтер ретне кӗме шутлани ҫинчен ыйтсан, йӑл кулать те: "Чӗре чӗнӗвӗ пулас. Ҫӗнтерӳшӗн ӗҫлетӗп. Ҫапла кирлӗ", - тет вӑл. Тавтапуҫ сире активлӑ пурнăç позицишӗн! Сывлӑх тата савӑнӑҫ сунатпӑр! Пирӗн воинсем Тӑван çӗршыва чӗрĕ те сиенсӗр таврӑнччӑр!
Елена Иванова.
Кистенлĕпуç ялĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: "Все для фронта - Бижбуляк" волонтерсен группин социаллӑ сетьри страницинчен.
 
 
Кистенлĕпуç волонтерĕ Алефтина Мордвинова ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшать
Кистенлĕпуç волонтерĕ Алефтина Мордвинова ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: