Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
9 Августӑн , 13:01

Наталья Гильдеева - Ситекри волонтер

Хамăрăннисене пăрахмастпăр.

Наталья Гильдеева - Ситекри волонтер
Наталья Гильдеева - Ситекри волонтер
Паянхи кун геройӗ педагогика ӗҫӗн ветеранӗ, ПР вӗренӗвӗн отличникӗ, пӗрремӗш квалификаци категори учителӗ, халӗ тивӗҫлӗ канури Наталья Константиновна Гильдеева.
Наталья Константиновна Кистенлĕ ялӗнче пысӑк, туслӑ та ӗҫчен ҫемьере ҫуралнӑ. Учитель пулма суйласа илнӗ хыҫҫӑн Пелепейри педагогика училищин студенчӗ пулса тӑнӑ. Унтан ӑнӑҫлӑ вӗренсе тухнӑ хыççăн Кистенлĕпуçĕнче ӗҫлеме пуҫланӑ, унта пулас упӑшкипе Александр Квинтильянович Гильдеевпа паллашнӑ. Упăшкине часах Ситекри шкул директорӗ туса лартнӑ, ҫамрӑк мӑшӑр упӑшкипе пӗрле педагогика ӗҫне малалла тӑсма кайнă, кунта вăл пенсие тухиччен ӗҫленӗ. Çак шкулта ҫӗршер ача унăн чунӗпе чӗри витӗр пухнă пуль. Районăн вӗренӳ тытӑмне аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, вӗренӳпе воспитани процесне йӗркелес ӗҫре ҫитӗнӳ тунӑшӑн, пысӑк профессионализмшӑн нумай хисеп хучĕсемпе наградӑланӑ. Наталья Константиновна тӑрӑшуллӑ арӑм, амӑш, асламӑш, кил хуҫи, алӗҫ ӑсти, вăл питӗ лайӑх чечек ӑсти, питӗ активлӑ, ялта субботниксем е ытти пуҫарусем ирттерекен пур мероприятисене те хутшӑнать. "Çеçпĕл" ушкӑн йышӗнче ял, район, республика тата унӑн тулашӗнчи мероприятисене хутшӑнать.
Плетельщицӑсен командинче килти ӗҫе, пахчана, утӑ ҫулассине, кӑмпа, ҫырла пуçтарассине тата ытти кирлӗ ӗҫсене пӑхмасӑрах, хӳтӗлекенсене хӑйсене упраса хӑварма куллен-кун сеткă ҫыхма çÿреме вӑхӑт тупать.
Вӑт ҫакӑн пек чаплӑ хӗрарӑм, Ситекри волонтерсен командинче.
 
Наталия Клишина,
Ситек ялĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: "Все для фронта - Бижбуляк" волонтерсен группин социаллӑ сетьри страницинчен.
 
 
Наталья Гильдеева - Ситекри волонтер
Наталья Гильдеева - Ситекри волонтер
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: