#владимирпутин
Владимир Путин федерацин «Об информации, информационных технологиях и защите информации» ФЗ улшӑнусем кӗртесси ҫинчен калакан саккунне тата РФ Патшалӑх Думи маларах йышӑннӑ уйрӑм саккун акчӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен документа право акчӗсен официаллӑ порталӗнче пичетлесе кӑларнӑ.
Саккун передачăсене чарать тата ирӗксӗрлӗх факчӗсем тытăнса тӑракан общество тивӗҫлӗхӗпе кӑмӑл-сипетлӗхне кӳрентерекен информаципе усӑ курма чармалли йӗркене палӑртать. Сӑмах треш-стримсем ҫинчен пырать, унта хулиганла е пуяс шутпа ҫакӑн пек информаци сараççĕ. Соцсетьсен хуҫисем ҫак контента тупса палӑртас тата ӑна кăларса пăрахас тӗллевпе тӑтӑшах мониторинг ирттермелле.
Хаярлӑх сценисем тытăнса тӑракан трансляцисене тивӗҫлӗ йӗркепе блоклӗҫ. Трансляцисем тумалли оборудованине туртса илнипе пĕрле 1 млн тенкӗ таран штрафлама пултараҫҫӗ. Хаяр видео сарнӑшӑн граждансемшӗн 50 пинрен пуҫласа 100 пин тенкӗ таран, должноҫри ҫынсемшӗн — 100 пинрен пуҫласа 200 пин таран, юридика сăпачĕсемшĕн - 800 пинрен пуҫласа 1 млн тенкӗ таран штрафсем пӑхса хӑварнӑ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/74661/photos/77579