Ситекпуç ялӗнчи волонтерсем маскировка сеткисем малалла çыхаҫҫӗ.
Ҫав тӗлӗнмелле хӗрарӑмсем ахаль çыхмаҫҫӗ, вĕсем хăйсен чун-чӗрине, амăшĕн пӗтӗм тӑрӑшулăхне, ӑшшине хываҫҫӗ. Кашни тӗрӗ, кашни йӑлӑ — стратегипе тактика элеменчӗ, вӗсем ҫӗршыва хӳтӗлес, ҫар ҫыннисене пулӑшас тата хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерес ӗҫе хутшӑнни.
Ҫав вӑхӑтрах гуманитари пулӑшӑвне те пуҫтарма ӗлкӗреҫҫӗ. Коробкӑсенче — медикаментсем, бинтсем, печени, канфетсем, нускисем, кӗпе-йӗм, блоксемпе сигарет, чей, кофе, шампунь, дезодорант, бритвӑсем, шоколад. Ҫаксене пурне те ял волонтерӗсем ялти ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем пухнӑ укҫа-тенкӗпе туяннӑ та тиенӗ.
Пӗрле Ҫӗнтерӳ тӑватпӑр, хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр!
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи Культура çурчӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://vk.com/sedyakbashsdk2023