"Башкорт аты" Пӗтӗм тӗнчери фестивальте "Республика Башкортостан" хаҫат журналисчӗсем Баймак районӗнчи аманнӑ хыҫҫӑн халӗ килĕнче реабилитаци иртекен СВОна хутшăнаканпа паллашнă.
Маласипово ялӗнчи "Малой" позывнойлă боец пӗлтӗрхи декабрьте контракт ҫине алӑ пуснă. Вӑл пулеметчик , унччен Раҫҫей ҫарӗнче сроклӑ служба опычӗ пулнӑ.
Контракт ҫине алӑ пуснӑ, мӗншӗн тесен ӑна хӑйсен ял ҫыннисем, аллӑ ҫултан аслӑраххисем, ачисемпе мӑнукӗсем пуррисем те служит тума кайнӑ вӑхӑтра килте юлма намӑс пулнӑ. Вӑл 38 ҫула ҫитнӗ ҫӗре хӑйӗн ҫемйине йĕркелемен. Контракт ҫине алӑ пусма нимӗн те кансӗрлемен, ҫавӑнпа та вӑл кайма шутланă. Ҫапла вара строитель ҫар ҫынни пулса тӑнӑ.
"Малой" служба вӑхӑтӗнче икӗ хут аманнӑ.
- Пӗрремӗш хут перӗнекен осколкӑсемпе амантрӗҫ, контузи илтӗм. Сипленнӗ хыҫҫӑн каллех чаçе таврăнтăм. Иккӗмӗш хут йывӑр амантрӗҫ: кассет боеприпас ванчӑкӗсем сылтӑм урана лекрӗҫ, халӗ Елизарьев аппаратне вырнаҫтарчӗҫ. Анчах кайран, ура ҫине тӑрсан, каллех чаçе таврӑнатӑп, - каласа панă "Малой".
"Башкорт аты" фестивале вӑл пиччӗшӗн ҫемйипе килнӗ.
- Эпӗ ачаранпах лашасемпе "чирлетӗп", манӑн тӑватӑ лаша пушкӑрт йӑхӗнчен. Вӗсем чи лайӑххисем! Фестивальте питӗ интереслӗ, тӗрлӗ программа, ӑмӑртусемпе кӗрешӗве курас килет, - каласа панă боец.
Сӑнӳкерчӗкĕ: Ильгиз Рафиков.