Аитра ҫуралса ӳснӗ Радик Раифович Гайнуллин ентешĕсене масара хӑтлӑх кӗртме пулӑшнӑ.
Республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров пуҫарнӑ "Атайсал" проект тата сÿрĕк мар меценатсене пула республикӑра пурӑнакансен ҫӗршер тата пиншер нушине татса параҫҫӗ. "Кашни ҫыннӑн чӗришӗн уйрӑмах хаклӑ вырӑнсем пур, унта вӑл ҫут тӗнчене килнӗ, унта малтанхи утӑмсем тунă, пурнӑҫри тӗп сӑмахсене каланă. Ку пӗчӗк Тăван çĕршыв. Унпа ҫыхӑннӑ ӑшӑ туйӑмсем те пирӗнпе яланлӑхах юлаҫҫӗ, чуна ӑшӑтаҫҫӗ, ӑна тӗрӗс йӗркепе хавхалантараҫҫӗ", - палӑртнă хӑйӗн сӑмахӗсенчен пӗринче Радий Хабиров.
Шӑпах тӑван ҫӗршывпа ҫыхӑннӑ ӑшӑ туйӑмсем пирӗн ентешсенчен нумайӑшне ырӑ ӗҫсем тума хавхалантараççĕ. Сӑмахран, тахҫан Аит ял советне кӗнӗ Чекмагушра, Аит ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, Чекмагуш ялӗнчен тухнисен мӑнукне, ҫурҫӗрте пурӑнакан предпринимателе Радик Раифович Гайнуллина пула, масар территорийӗ йӑлтах улшӑннӑ.
Картана тахҫанах юсамалла пулнӑ. Ялтан тухнисем вырӑнти ял тӑрӑх администрацийӗпе пĕрле ҫак ыйтӑва татса пама хӑтланнӑ, анчах пурте укҫа-тенкӗ ыйтăвĕпе чарăнса тӑнӑ. Пӗлтӗр Радик Раифович масара тытса çавăрмалли ӗҫсене пурнӑҫлама 308 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Вара ӗҫ пуҫланнă: Ильмир Булатовпа Зульфат Динмухаметов кӗске вӑхӑтра хӳме, калитке тунă, кăтарткăç лартнă.
Август пуҫламӑшӗнче ял Совет работникӗсемпе, Чекмагуш ялӗнчен тухнисемпе Радик Раифовичпа тӗлпулу иртнӗ. Пӗчӗк тӑван ҫӗршывшӑн чун-чӗререн ҫунакан, нумай субботниксене йӗркелекен активистка Разима Зайнулловна Ихсанова пур хутшăнакансен ячӗпе те Радик Раифовича финанс пулӑшӑвӗшӗн тав тунă.
— Масара таса та йӗркеллӗ тытасси пурӑнакансен тӳрӗ тивӗҫĕ, — палӑртнă Разима Зайнулловна. — Пӗрлехи ӗҫрен пӑрӑнманнисене пурне те пысӑк тав. Халӗ ӗнтӗ ҫӗр ӗмӗр лӑпкӑлӑхӗ кирлӗ пек курӑнать.
Аит ял совечӗн пуҫлӑхӗ Расиль Фаатович Гимазетдинов мецената ял тӑрӑх администрацийӗн ячӗпе Тав ҫырӑвӗ тата "Аитово в сердце моем" кӗнеке панă. Спонсор ячĕпе тĕлпулăва хутшӑннисенчен те ырӑ сӑмахсем, ӑшӑ та чӗререн суннисем нумай пулнă.
Ҫавӑн пек пархатарлӑ ӗҫсем, хӑйсен пӗчӗк тӑван ҫӗршывне пулӑшни тӑван ҫӗршыва юратни пулать те ӗнтӗ.
Ирина ФОМИНА.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Гульфия Давлетшина.