#владимирпутин
РФ Премьер-министрӗ Михаил Мишустин августӑн 29-мӗшӗнче правительствӑна Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Украина регионӗсемпе чикӗ хӗрринчи регионсене пулӑшу пама хушнисене кӗске вӑхӑтра пурнӑҫлама хушнӑ.
"Иртнӗ эрнере президент Белгород, Брянск тата Курск облаҫӗсенчи лару-тӑру пирки канашлу ирттернӗ вăхăтра, правительствӑна чылай хушусем панӑ", - тенӗ вӑл кабмин ларӑвӗнче.
Мишустин çак регионсенчи пӗчӗк тата вӑтам бизнеса Путин пулӑшу пама хушнине аса илтернӗ. Кунсӑр пуҫне карас ҫыхӑнӑвне йӗркелемелле тата интернет сечӗпе усӑ курма май тупмалла. Ҫавӑн пекех РФ премьер-министр каланӑ тӑрӑх, ачасене хӑрушсӑр вырӑнсене вӗренме вырнаçтармалла тата ҫак территорисене ӑшӑтмалли сезона хатӗрлени те сахал мар пӗлтерӗшлӗ.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://static.kremlin.ru/media/events/photos/