Сентябрӗн 3-мӗшӗнче "Бесланра вилнӗ ҫынсене асăнса" Астăвăм кунранпа 20 ҫул ҫитнӗ, çак кун террористсем шкула ҫавӑрса илнӗ, унпа пӗрле 1200 заложник. Официаллӑ хыпарсем тӑрӑх, шкул спортзалӗнче 334 ҫын вилнӗ, вӗсенчен 186 ача. Эпир иртнӗ пурнӑҫа улӑштарма пултараймастпӑр, эпир вилнисен пурнӑҫне каялла тавӑрма пултараймастпӑр, анчах та халӗ ҫынсене пулӑшма пултаратпӑр. Эпир пурте терроризма ҪУК тесе калама пултаратпӑр! Ситекпуçĕнчи Культура çуртӗнче Асӑну кунӗ иртнӗ. Вилнисене асӑннă. Обществӑлла вырӑнсене ҫӳренӗ чухнехи хӑрушсӑрлӑх техникипе инструктаж ирттернĕ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Ситекпуçĕнчи Культура çурчӗн социаллă сетьри страницинчен.
https://ok.ru/group/54151801667774