Çутă çул
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
6 Сентябрӗн , 10:40

Районта Пӗтӗм Раҫҫейри "Милитаризмлă Японине ҫӗнтернĕ кун" урок иртнĕ

Паянхи кун ҫамрӑк ӑрӑва патриотла воспитани парасси, Тӑван çӗршыва юратма, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи тата иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи ҫулӗсенче пуçне хунă салтаксене хисеплеме вӗрентесси пысӑк пӗлтерӗшлӗ шутланать.

Пишпÿлекри ҫамрӑксен "Вектор" центрӗн общественноçпа ҫыхӑнса ĕçлекен специалисчĕ Галина Кудряшова, вулакансене хай ирттернӗ урок çинчен каласа парать:
— Пишпÿлекри 1-мĕш вӑтам шкул ачисемшӗн Пӗтӗм Раҫҫейри "Милитаризмлă Японине ҫӗнтернĕ кун" урок ирттертĕм. Урока иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӗҫленнине тата милитаризмлă Японине çӗнтернине историлле асра тытма тĕллев лартнӑ.
Ку вӑл 1945 ҫулхи сентябрӗн 3-мӗшӗнче, Совет Союзӗ Японие капитуляци тума хушсан пулса иртнӗ. Этемлӗх историйӗнче чи юнлӑ иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи шӑпах ҫапла вӗҫленнӗ. Ҫак факт паян уйрӑммӑнах актуаллӑ, пӗтӗм Анӑҫ каллех пирӗн Раççей ҫине тапӑннӑ, акӑ ĕнтӗ виҫҫӗмӗш ҫул Украинӑра ятарлă çар операцийĕ пырать. Ҫак кун Пӗтӗм Раççейпе Ҫӗнтерӳ волонтерӗсем ҫак урока йӗркеленӗ. Эпир вӗренекенсемпе хамӑрӑн мӑн асаттесем паттӑррӑн ҫапӑҫса ҫӗнтерни ҫинчен калакан слайдсене пӑхса тухрӑмӑр.
"Японецсен батальонне тӑваттӑн тыткӑна илни" видеоролик пурне те килӗшрӗ, ăна унти вăрçăра пулнӑ Алексей Васильевич Минаев асаилӗвӗсенчен документлӑ фильм туса хатӗрленӗ. Заняти вӗҫӗнче ҫак темӑпа кроссворд тупсӑмĕсене тупма тӑрӑшнӑ. Пирӗн шутпа, ҫакӑн пек формӑсем ҫамрӑксен тӑван ҫӗршыв историйӗпе, малтанхи ӑрусен паттӑрла иртнӗ кунӗсемпе кӑсӑклантараҫҫӗ. Пирӗн задача — ҫав событисене манма памалла мар, геройсене асра тытмалла. Асра тытмалла та ӑрусене чӑн-чӑн историне малалла каласа памалла.
 
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Владимир Смолов.
 
Районта Пӗтӗм Раҫҫейри "Милитаризмлă Японине ҫӗнтернĕ кун" урок иртнĕ
Районта Пӗтӗм Раҫҫейри "Милитаризмлă Японине ҫӗнтернĕ кун" урок иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: