Юстици ӗҫӗсен Патшалӑх комитечӗн Пишпÿлек районӗнчи ЗАГС пайӗн начальникӗ Ирина Витальевна Михайлова патшалӑх службине вӑтӑр ҫул панӑ.
Паян Пишпÿлек районӗнчи ЗАГС пайӗнче икӗ ҫын ӗҫлет. Вӑл ертсе пыракан специалист Татьяна Пасхина тата унӑн тӳрремӗнех начальникӗ Ирина Михайлова.
— Ҫапла пулса тухрӗ, манӑн икӗ аслӑ пӗлӳ. Пӗрремӗшне эпӗ, 1992 ҫулта Уфари патшалăх пединститутран вӗренсе тухсан, илтӗм, унта мана ачасене вӗрентме тата хам тӗллӗн вӗренме вӗрентрĕç. Ҫавӑнпа та манăн тата вӗренес килчӗ пулмалла. Ҫапла 2001 ҫулта ПР Президенчӗ ҫумӗнчи БАГСУра вӗренсе "юриспруденци" специальноҫ енӗпе юрист дипломне илтĕм, - хӑйӗн вӗренӳ ҫулӗсене тата професси ӑсталӑхне ӳстерес енӗпе ӳсӗм картлашкисене аса илет Ирина Витальевна. — Патшалӑх службине 1994 ҫулхи кӗркунне пуçларăм. Вӑтӑр ҫул сисӗнмесӗрех иртрӗ. Малтан районти ялхуҫалӑх управленийӗнче тӗп юрисконсультант пулса ӗҫлерӗм. Унтан федераци судӗнче судья помощникӗ пулса вунӑ ҫул вăй хутăм. 2012 ҫултанпа Пишпÿлек районӗнчи ЗАГС пайӗн начальникӗ пулса тӑтăм.
Ирина Витальевна Михайлова граждансен тӑрӑмӗн акчӗсен патшалӑх регистрацийӗсен тата юридика ытти пӗлтерӗшлӗ ӗҫсене: ҫӗнӗ свидетельствӑсем, справкӑсем парасси тата акт ҫырӑвӗсене тӳрлетӳсем кӗртесси - пурнăçласа ҫул хыҫҫӑн ҫул иртнӗ. Ҫак вӑхӑтра вăл 1568 мӑшӑрлану регистрациленӗ тата 2605 пӗчӗк ачана пӗрремӗш документсем панӑ.
— Демографи лару-тӑрӑвӗ пирки палӑртатӑп, районта та, пӗтӗм ҫӗршыври пекех, вилнисен шучĕ ҫуралнисенчен пысӑкрах, анчах районта регистрациленӗ мӑшӑрлану шучӗ уйрăлнисенчен, республикӑри хӑш-пӗр регионсемпе районсенче час-часах пулса пынă пек, сахалрах, - малалла калать Ирина Витальевна. — Ман пурнӑҫра тĕп савӑнăç - икӗ ывӑлпа манӑн юратнӑ анне. Аслӑ ывӑл Евгений Уфара пурӑнать, ӗҫлет. Кӗҫӗнни Трофим пиллӗкмӗш класра вӗренет. Лира Семеновна анне кӑҫал сакӑрвунӑ ҫул тултарчӗ. Тивӗҫлӗ канӑва тухиччен вӑл районти ял хуҫалӑхӗнче ветеринари врачӗ тата зоотехник пулса ӗҫленӗ. Орденсемпе медальсем, паллах, ӗҫлесе илеймен вӑл, анчах тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн унӑн Хисеп хучĕсем пур.
Патшалӑх службин тивӗҫӗпе хушнисене яланах тӗрӗс пурнӑҫлама хӑнӑхнӑ Ирина Витальевнана нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн (2018 ҫул) тата юстици ӗҫӗнчи ПР Патшалӑх комитечӗн ҫитӗнӳсемшӗн тата служба тивӗҫӗсене лайӑх пурнӑҫланӑшӑн (2020 ҫул) Хисеплӗ грамотӑпа наградӑланӑ. Нумаях пулмасть ӑна республикӑн тӗп хулинче ПР РФ Юстици министерствин професси ӑсталӑхӗшӗн, пӗр кӑлтӑксӑр ӗҫленӗшӗн тата ӗҫре ҫитӗнӳсем тунӑшӑн Тав ҫырӑвӗ панӑ.
Владимир СМОЛОВ.
Сӑнӳкерчӗкӗсем: Ирина Михайлован архивӗнчен.