Пушкӑртстанри ҫӗнӗ историн летопиҫӗ – чи уҫӑмлӑ событисем, пулӑмсемпе вӗсен геройӗсем, вӗсемсӗр пирӗн пурнӑҫӑн юлашки ултӑ ҫулне те пӗлме ҫук. Вӗсене пурнӑҫлама сахал ӗненекен проектсем, пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗллевсемпе ҫӗнтерӳ йывӑрлӑхӗсем. Пушкӑртстаншӑн иртнӗ ултă ҫул чĕнÿсемпе пуян пулчӗҫ, вӗсем стресс-тест режимӗпе пирӗн общество ҫирӗплӗхне тӗрӗслеҫҫӗ: коронавирус эпопейи, Куштау, СВО, экономикӑшӑн тулашри санкци пусӑмӗ.
Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе вӑйлӑ ҫил пулсан та, Пушкӑртстан карапӗ шанчӑклӑ ҫулпа пырать. Республикӑра туртӑмсен ҫӗнӗ точкисем палӑрчӗҫ, тахҫан юхӑнса кайнӑ парксемпе скверсем тарӑннӑн сывласа илчӗҫ, регион креативлӑ ҫул ҫине пӑрӑнчӗ те тӗнчери тата пӗтӗм Раҫҫейри культура событисен ҫутӑ центрӗ пулса тӑчӗ. Халӑх укҫи-тенкипе тунӑ Уфари Хосписа ҫӗршыври чи лайӑх объект теҫҫӗ.
Пысӑк улшӑнусем Пушкӑртстанри наукӑпа вӗренӳ сферинче те пулса иртнӗ, ҫакӑ кампус уҫни – Европӑри наукӑпа вӗренӳ центрӗн пӗрремӗш черечӗ. Промышленноҫ, ялхуҫалӑхӗнче, строительствӑра, сывлӑх сыхлавӗнче тата спортра – кирек мӗнле сферӑра пулсан та, эпир пур ҫӗрте те результатсем тӑватпӑр.
Пирӗн мухтанмалли те, кӑтартмалли те, тата мӗн тумалли те пур. Ҫаксем пурте статистикӑпа рейтингсем валли мар, чи малтан – ҫынсем валли объектсем, проектсем, плансем питӗ пысӑк. Атьӑр, иртнӗ ултă ҫул мӗнле пурӑннине пӗрле аса илер.
"БСТ" каналта пысӑк премьера. Ҫак тунтикун, сентябрӗн 9-мӗшӗнче, 20.20 сехетре республикӑн тӗп телеканал эфирӗнче "Пушкӑртстан: пурте пуҫланать кӑна" фильм.